Комсомольский муниципальный округ

Урăх гражданство пуррине пĕлтермелле

 2014 çулхи августăн 4-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн 142-ФЗ №-лĕ саккунĕ вăя кĕнĕ. Ку саккунпа Раççей гражданĕсен иккĕмĕш (ют çĕршыв) гражданство пуррине Раççей Федерацийĕн Миграци службин территориллĕ органне пĕр тăхтаса тăмасăр çырса пĕлтермелле. Саккунпа çак ĕçе 60 кунра тумалла. Раççей тулашĕнче яланлăхах пурăнакан Раççей Федерацийĕн, Таджикистан тата Туркменистан гражданĕсене (икĕ гражданлăх пирки килĕшỹ пуррипе) шута кĕртмен. Çемьери ачасен иккĕмĕш гражданство пур пулсан та Федераллă миграци службине пĕлтермелле. Федераллă саккун вăя кĕнĕ куна урăх гражданство пур граждансен кун çинчен миграци службине 2014 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕччен пĕлтермелле. Раççей Федерацийĕн гражданĕн паспорчĕ пурри, Раççей гражданствине илнĕ пулсан та, урăх гражданство çуккине пĕлтермест. Урăх гражданствăран тухнине документпа çирĕплетмен пулсан, гражданствăран тухнине çырса пĕлтермелле. Урăх гражданство пуррине е Раççей Федерацийĕн тулашĕнче яланлăхах пурăнма ирĕк пуррине (3 номерлĕ хушăм) документпа çирĕплетсе парас йĕркене Раççей ФМСĕн 2014 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнчи 450 номерлĕ приказĕпе çирĕплетнĕ. РФ ФМСĕн приказĕ çумне хушнисен (1, 2 хушăмсем) çи-рĕплетнĕ тĕслĕхне миграци службин территориллĕ подразделенине тĕрĕссипе регистраци тăнă е ялан пурăнакан вырăнтан федераллă почта çыхăнăвĕ урлă çырупа ямалла. Уведомление халăхсем хушшинчи почтăпа ярассине пăхса тухман. Уведомление алăпа е техника хатĕрĕсемпе вырăсла çырмалла. Çырнинче тỹрлетỹсем, туртса хунисем пулмалла мар, хутлă сăмахсене (аббревиатурăсене) кĕскетсе çырмалла мар.

Кирлĕ графасене çырнă чух латин алфавичĕн сас паллийĕсемпе усă курма пулать. Уведомлени çумне ют çĕршыв паспорчĕн е чикĕ леш енче пурăнма ирĕк паракан документăн копийĕсене хумалла. 18 çула çитмен е хăй ĕçĕшĕн явап тытма пултарайман РФ гражданĕсемшĕн уведомлени памалла пулсан, çакăн пек документсем пулмалла:

- 18 çула çитмен çыннăн çуралнă хучĕ;

- опекунпа попечитель çирĕплетни çинчен опекăпа попечительство органĕсенчен акт.

Иккĕмĕш гражданство пуррине пытаракансене 200 пин тенкĕ таран штраф параççĕ е 400 сехет таран ĕçлеттереççĕ. Заявленире суйса е тĕрĕс мар кăтартсан, çавăн пекех ФМС органне ăна вăхăтра тăратмасан 500-1000 тенкĕлĕх штрафлаççĕ.



"Каçал Ен"
16 августа 2014
11:37
Поделиться