Ял урамĕсен тасалăхĕшĕн
Ялсем тирпейлĕ, урамсем таса пулни кама килĕшмĕ? Пурăнакан тавралăхри илем пуриншĕн те лайăх-çке, ун пек çĕрте сывлăш та уçă, кăмăл та çĕкленỹллĕ. Çапла пултăр, райцентрта, ялсенче тирпей-илем хуçалантăр тесе Комсомольски ял поселенийĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем те нумай вăй хураççĕ. Çулсене йĕркере тытнине, урамсене вăхăтра çỹп-çапран тасатнине, курăка çулнине тĕрĕслесех тăратпăр. Вырăнта пурăнакансене те çак ĕçе явăçтаратпăр. Организацисемпе предприятисем хăйсен территорийĕсене чечексем лартса илемлетеççĕ.
Кĕме-тухма хăтлă пултăр тесе кăçал Комсомольскинчи нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене асфальт сартăмăр. Халĕ Завод урамĕнчи 31, 33, 43, Куйбышев урамĕнчи 3, Кабалин микрорайонĕнчи 5-мĕш çуртсенче пурăнакансем кĕрхи-çурхи вăхăтра е йĕпе-сапара пылчăка пула тарăхмĕç.
Ял çыннисем те çурт-йĕрне çулсерен çĕнĕ сăн кĕртеççĕ, палисадниксенче хитре чечексем ỹстереççĕ. Пỹрт умĕсене шăлса тирпейлеме те манмаççĕ, йăлари каяшсене ятарлă вырăна пăрахаççĕ. Анчах теприсемшĕн çỹп-çапа хăйсен кил-çуртĕнчен кăларса пултăр, обществăлла вырăнсем мĕнле лару-тăрура пулни вĕсене пач хумхантармасть. Çỹп-çап пакетне те контейнер патне илсе çитермеççĕ, хыт-хурана та çулма ỹркенеççĕ. Атьăр-ха хамăр çинчен кăна мар, тавралăх, юнашар пурăнакансем çинчен те шутлар. Ял урамĕ кунта пурăнакансен, районăн сăн-пичĕ те-çке, культурăсăр халăх ятне илтер мар, тирпейлĕхшĕн пурте пĕрле тăрăшар. Çавăн пекех застройщиксене те çĕнĕ çуртсен таврашне йĕркене кĕртме, ашкăрса ỹсекен курăка çулса пăрахма ыйтасшăн.
Часах ял çыннисем çĕр улми кăларма пуçлĕç. Авăрĕсене çунтарма сĕнмен пулăттăм, тислĕк купи çинче те аван çĕрет вăл. Çунтармах шутларăр пулсан вара вут-çулăма асăрхаса тăрăр, пушар тухса инкек ан кỹтĕр.