Тавралăх илемпе савăнтартăр
Пĕтĕм Раççейри "Симĕс Раççей" экологи субботникĕ Чăваш Республикинче августăн 30-мĕшĕнче иртет. Ăна халăха çут çанталăка упрама вĕрентес, çамрăксемпе ачасене экологи культурине хăнăхтарас тесе йĕркелеççĕ. 2013 çулта экологи субботникне обществăлла экологи организацийĕсем, студентсемпе активистсем, халăх хастар хутшăннă. Раççейри 77 субъектра пурăнакан 2191846 çын субботнике тухнă. Кăçал та вăл анлă иртессе шанаççĕ. Чăваш Енри муниципаллă пĕрлешỹсенче "Симĕс Раççей" экологи субботникĕн кураторĕсене палăртнă. Пурĕ 20000 çын унта хутшăнĕ.
Субботнике Чăваш Енре пурăнакан кашни çын хутшăнма пултарать. Кама çут çанталăка варалани пăшăрхантарать, кам ăна сыхласа хăварас тесе тăрăшать - субботник шăпах сире валли. Пĕтĕм Раççейри "Симĕс Раççей" экологи субботникĕпе интернетра тĕплĕн паллашма май пур: социаллă сетьсенче ĕçлĕ ушкăнсем тăрăшаççĕ, акци сайчĕ ĕçлет.
"Эпир ача чухне пирĕн аннепе атте, пĕтĕм çĕршыв субботниксене çулталăкра пĕрре çеç мар, темиçе хутчен те тухнă. Вăл наци уявĕ пулнă, унта ачасенчен пуçласа ваттисем таранах хутшăннă. Кашниех çут çанталăка, тавралăха сыхлас тесе тăрăшнă. Эпĕ шанатăп, кăçал та, Культура çулталăкĕнче, асăннă акци çỹп-çапа пуçтарма çеç мар, ачасене çут çанталăка юратма, ăна упрама, аслисене, пурне те, пĕр çемьене пуçтарса пысăк ĕç пурнăçлама - тавралăха тасатма, уçă сывлăшпа сывлама, таса çĕр çинче пурăнма вĕрентĕ", - пĕлтерет Пĕтĕм Раççейри "Симĕс Раççей" обществăлла юхăмăн президенчĕ Анатолий Карпов. Апла пулсассăн, районта пурăнакансем, пур формăллă организаци-учрежденисем те асăннă субботнике хастар хутшăнасса шанатпăр. Хамăр пурăнакан вырăн яланах илемлĕ, таса, тирпейлĕ пултăр.