Чечеклен, тăван ен!
Пĕтĕм Раççейĕпе йĕркелекен "Симĕс Раççей" экологи субботникĕ Чăваш Республикинче августăн 30-мĕшĕнче иртрĕ. Асăннă субботника районта пурăнакансем хастар хутшăнчĕç. Организацисемпе предприятисен, район администрацийĕн, ял поселенийĕсен, "Каçал ен" хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем, ялта пурăнакансем хăйсем пурăнакан тавралăха тасатма тухрĕç. Çут çанталăк илемĕшĕн чунтан çунакан çынсем, ăна упраса хăварас текенсем çỹп-çапсене пуçтарчĕç, илемсĕр ỹсекен курăксене çулчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, хамăр пурăнакан тăван тавралăха тирпей-илем кĕртрĕç.
- Пурăнакан вырăна, тавралăха йышпа пухăнса тасатни чăннипех те пархатарлă ĕç. Ăна пачах вараламанни тата та пĕлтерĕшлĕ. Çакна аслисем ăша хывса, ачасене мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка упрама, çỹп-çапа ятарлă вырăна пăрахмаллине вĕрентсе ỹстересчĕ. Ун чухне тавралăх илемлĕрех, тасарах пулĕ, - пĕлтерчĕç субботника хутшăннисем.