Комсомольский муниципальный округ

Меллĕрех пулăшупа усă курăр

Раççей ШĔМĕн территорийĕнчи органĕсенче лицензипе ирĕк паракан ĕçсен подразделенийĕ район тата регионсен шайĕнче электрон мелпе патшалăх пулăшăвĕсене парассине йĕркеленĕ. Çынсем хĕç-пăшал туянма, унпа усă курма ирĕк илме тата уйрăм хуралçăн удостоверенине хатĕрлеме электрон мелпе заявлени çырма пултараççĕ. Кăна пурнăçлама патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă çак адреспа - www.gosuslugi.ru - регистрациленмелле. Электрон мелпе патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курни çав тери меллĕ. Эсир вăхăта ирттерсе вырăна килсе çỹреместĕр, документсене электрон мелпе яратăр. Сире документсене пăхса тухнине, вĕсем хăçан хатĕр пулнине пĕлтереççĕ. Мĕнле документсем кирлипе ЧР ШĔМĕн официаллă сайтĕнче "Патшалăх пулăшăвĕсем" пайра паллашма пулать. Унтах "Электронное МВД" баннер та пур.



"Каçал Ен"
03 сентября 2014
09:42
Поделиться