Шăнкăрав йыхравлать урока
Сентябрĕн 1-мĕшĕ - чи çутă та савăнăçлă уявсенчен пĕри. Çак кун янăракан пĕрремĕш шăнкăрав ачасемпе вĕрентекенсене вĕренỹ çулĕ пуçланни пирки пĕлтерет. Умра - тĕрлĕ çĕнĕлĕхпе пуян вăхăт. Районти шкулсенче ачасене тарăн та паха пĕлỹ пама пурлăх никĕсне самай çирĕплетнĕ: классемпе спортзалсене юсаса çĕнетнĕ, апат пĕçермелли пỹлĕмсене юсанă, сĕтел-пуканпа оборудованисене улăштарнă. Апла пулсассăн вĕрен, ăнтăл, çирĕплен!
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов Тукай Мишер вăтам шкулĕнче иртнĕ хаваслă линейкăна хутшăнчĕç. Чи малтанах шкул директорĕ Эмине Багаутдинова пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пынă, олимпиадăсене хастар хутшăннă вĕренекенсене Мухтав хучĕсемпе Хисеп грамотисем парса чысларĕ. Ачасене предмет олимпиадисене, патшалăх экзаменĕсене аван хатĕрленĕ учительсем те тав сăмахĕсене тивĕçрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ уява пушă алăпа килмен. Петр Степанович вĕренỹре, ĕçре уйрăмах палăрнă педагогсемпе вĕренекенсене Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин, тĕрлĕ обществăлла организацисен Хисеп хучĕсене тата Дипломĕсене пачĕ. Салам сăмахĕсенче çамрăк ăрăва тарăн пĕлỹ илме, кайран лайăх специалистсем пулса тăма сунчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев педагогсемпе вĕренекенсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем тума çирĕп вăй-хал, ырлăх-сывлăх, тăрăшулăх сунчĕ. Михаил Романович 2013 çулта реконструкциленĕ шкул çуртне аван упранăшăн ырларĕ, тав турĕ, тивĕçлисене район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене, учительсене Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Б.М. Мингалиевăпа Б.М. Шайдуллина, Урмаел тата Тукай Мишер мечечĕсен имамĕсем саламласа ырă çул сунчĕç. Ку шкулта кăçал парта хушшине пĕрремĕш хут 33 ача ларчĕ, икĕ класс. Çакăн пекки районта та сахал, ку ĕнтĕ асăннă ялта çураласлăх аваннине çирĕплетет.
Ăшă саламсем итленĕ хыççăн çĕнĕ 2014-2015 вĕренỹ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе янкăс саслă шăнкăрав янăрарĕ. Ачасем парта хушшине вырнаçрĕç, çуллахи кану хыççăн пĕлỹ тĕнчине çул тытрĕç.
П.С. Красновпа М.Р. Афанасьев Урмаел вăтам шкулĕн коллективне те Пĕлỹ кунĕпе саламлама ĕлкĕрчĕç. Кунта çуллахи вăхăтра юсав ĕçĕсем ирттернĕ, чỹречесен пĕр пайне пластиклисемпе улăштарнă. Çавăн пекех "Доступная среда" программăна хутшăнса та сусăр ачасене вĕренме майлă условисем туса парас енĕпе чылай ĕç пурнăçланă.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ педагогсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те хумхануллă вăхăт. Шăпах çак кун çĕр-çĕр ача пуçласа парта хушшине ларать, пĕрремĕш вĕрентекенĕпе, юлташĕсемпе, пĕлỹ тĕнчипе паллашать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн алăкĕсене кăçал пуçласа 50 вĕренекен уçрĕ. Вĕсене Татьяна Евгеньевна Варламова тата Татьяна Геннадьевна Лапшина педагогсем пĕлỹ тĕнчипе паллаштарĕç. Ачасем те шкула хавас кăмăлпа килни уçăмлăнах курăнать: алăра чечек çыххи, куçсем ялкăшаççĕ, сăн-питре йăл-кулă çиçет. Вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа педагогсене, шкул ачисене, ашшĕ-амăшĕсене, хăнасене шкул директорĕ Светлана Михайлова, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина, вăтам шкулăн управляющи совечĕн председателĕ Ирина Гришина ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, çитĕнỹ, пултарулăх сунчĕç.
Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "5" паллăпа çеç ĕлкĕрсе пынă вĕренекенсене Мухтав хучĕсем парса чысларĕç. Шкул ачисем, пĕрремĕш класа каякансем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, сăвăсем каларĕç. Янăравлă сасăллă шăнкăрав пурне те урока йыхравларĕ. Пĕрремĕш урок Паттăрлăх урокĕ пулчĕ. Ачасем паттăр ентешсене, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене, унтан тĕрĕс-тĕкел таврăннисене, пысăк инкеке, Бесланти шкула террористсем тытса илнине аса илчĕç. Унта пĕр айăпсăр ачасем, салтаксем, мирлĕ халăх вилнĕ, çынсен паттăрлăхне пула çеç нумай çын пурнăçне çăлма май килнĕ. Шкулта ачасене тарăн та паха пĕлỹ илме пĕтĕмпех çителĕклĕ: классем çутă та таса, хăтлă, сĕтел-пукан çĕнĕ, стенасене, урайне сăрланă, вĕренỹре усă курмалли хатĕрсем туяннă. Палăртнă ĕçсене пĕтĕмпех вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă. Ахальтен мар Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн коллективĕ районти шкулсем вĕренỹ çулне мĕнле хатĕррине хаклассипе ирттернĕ конкурсра пĕрремĕш вырăна (вăтам шкулсем хушшинче) тивĕçнĕ. Кунта вĕренекенсем малашнехи пурнăçра çынлăх тата професси тĕлĕшĕнчен ỹсме шанчăклă никĕс хывакан паха пĕлỹ илеççех.
Кăçал Александровка тĕп шкулĕн пĕрремĕш класĕнче 9 ача вĕренĕ. Вĕсене Мария Николаевна Алексеева вĕрентекен пуçласа пĕлỹ тĕнчипе паллаштарĕ, вулама, çырма, шутлама вĕрентĕ. Вĕрентекенсене, ачасене, пухăннисене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова, вĕренỹ пайĕн информаципе методика цент-рĕн ертỹçи Лариса Антонова, "Слава" ЯХПК председателĕ Михаил Буслаев саламларĕç, çирĕп сывлăх тата çитĕнỹ сунчĕç. 2013-2014 çулсенче вĕренỹре палăрнă ачасене Мухтав хучĕсем парса чысларĕç.
- Каннă хыççăн хавас кăмăлпа вĕренỹ çулне пуçлатпăр, пурне те ăнăçу, çитĕнỹ сунатăп, - пĕлтерчĕ шкул директорĕ Александр Витальевич Пудовкин.
Л.ШУРЯШКИНА. А.ЕФРЕМОВА. И.БЕЛКОВА