Комсомольский муниципальный округ

Кăтартусем аван

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илỹ министерствин коллегийĕн ларăвне хутшăннă. Унта республикăри промышленноç комплексĕн 7 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Канашлура Михаил Игнатьев 7 уйăхри кăтартусемпе кăмăллă пулнине, тата аталану шайне чакармасăр çулталăка пĕлтĕрхинчен 4 процент ирттерсе вĕçлеме чĕнсе каланă. РФ Суту-илỹ тата промышленноç министерстви "Тракторные заводы" концерна пулăшма килĕшни пирки хыпарланă.

7 уйăхри промышленноç производствин индексĕ 105,7 процентпа танлашнă, тирпейлекен производствăра - 10,2 процент. Пирĕн республика индекс шайĕпе федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышшăннă, тирпейлекен производствăна йĕркелессипе - тăваттăмĕш. Тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 8,9 процент ỹснĕ. Чи пысăкки - транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани производствинче ĕçлекенсен - 17,6 процент, шалу 22408 тенке çитнĕ. Экономикăн 12 тĕп отраслĕнчен тăххăрăшĕ (6 уйăхра - çиччĕ) производствăна ăнăçлă аталантарнă. Апат-çимĕç, сăран тата атă-пушмак, хими таварĕсем туса кăларассипе вара плана тултарайман. 7 уйăхра Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, "Элара", "АККОНД", "Букет Чувашии" АУОсем, "Вавилон", "Гален", "ЭКРА" ОООсем производство калăпăшне ỹстернĕ.

Районти кăтартусем те япăх мар. Сăмахран, 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта промышленноç производстви тата халăха тỹлевлĕ пулăшу парасси, ваккăн тавар сутасси самай ỹснĕ. Сăмахран, "Кооператор" ООО минераллă шыва 960 пин бутылка сутлăха янă, пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулпа танлаштарсан, 5 процент ытларах. Çăкăр, çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсене 6 уйăхра 442,0 тонна пĕçернĕ. Апат-çимĕç промышленноçне илес пулсассăн, пĕрремĕш çур çулта 18,1 миллион тенкĕ çаврăнăша кĕртнĕ, пĕлтĕрхинчен 21 процент ỹснĕ. Пĕчĕк предприятисенче ĕçченсен уйăхри вăтам шалăвĕ - 9410 тенкĕ.



"Каçал Ен"
06 сентября 2014
13:18
Поделиться