Патшалăх программи вăя кĕнĕ
Кăçалхи июнь уйăхĕнче Чăваш Республикинче ют çĕршывра пурăнакан ентешсене хăйсен ирĕкĕпе Раççей Федерацине куçмалли Патшалăх программи пурнăçланма пуçланă.
Çак программа Раççей гражданлăхне ансат мелпе илме май парать. Ют çĕршыв гражданĕсен Раççейре вăхăтлăх пурăнма чи малтанах ирĕк илмелле пулнă. Халĕ, июль уйăхĕнчи улшăнусем хыççăн, Украина гражданĕн Раççей Федерацийĕнче вăхăтлăх вырăн тупмалла тата çак программăна кĕме заявлени çырмалла. Çавăн пекех ентешсем пурăнмалли вырăна пĕр регион, патшалăх программине кĕме урăх регион суйласа илме пултараççĕ. Çавна май программăна кĕме тата хушма çул уçăлнă.
Ентешсем тата çемье членĕсем Раççей Федерацийĕнче çак ĕçсене пурнăçласассăн асăннă программăна хутшăнма пултараççĕ:
- пĕр-пĕр ĕçре тăрăшсан;
- профессиллĕ вĕренỹ, çавăн пекех аслă шкул хыççăнхи тата хушма вĕренỹ илсессĕн;
- предпринимательлĕхе ертсе пыни тата ăна инвестицилени;
- ял хуçалăх тата агропромышленноç ĕçĕ-хĕлĕ;
- харпăр хăйĕн хушма хуçалăхне ертсе пыни;
- Раççей Федерацийĕн саккунĕпе чарман ытти ĕç-пуç.
Патшалăх программине хутшăнакансен Раççей Федерацине пурăнма куçсассăн патшалăх гарантийĕсемпе социаллă пулăшăва, транспорт тăкакĕсен саплаштарăвне тата пулăшу пособине илме ирĕк пур. Чăваш Республикинче асăннă программăпа килĕшỹллĕн 20 пин тенкĕ уйăраççĕ, çавăн пекех çемьери кашни çын пуçне 10 пин тенкĕ параççĕ.