Тимлĕ пул!
Ир-ирех ачасем шкула васкаççĕ. Вĕсем тротуарпа çеç мар, нумай çул урлă та каçаççĕ. Тимлĕ-и-ха вĕсем çул çинче, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнаççĕ-и? Тата ытти нумай-нумай ыйтăва уçăмлатас тесе çак кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД начальникĕ Николай Райков Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 6-мĕш "б", 10-мĕш "а", 2-мĕш "а" классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ, практика занятийĕ йĕркелерĕ. Ачасене çул çинче тимлĕ пулмаллине, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине каласа пачĕ. Çул урлă палăртнă вырăнсенчен çеç каçмаллине те пĕрре кăна мар асăрхаттарчĕ.
"Каçал Ен"