Республикăра
Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Пенза облаçĕнче пулнă. Ĕçлĕ тĕл пулу самантĕнче пухăннисем культура, спорт, ял хуçалăх тытăмĕпе çыхăннă объектсенче пулса курнă. Пенза облаçĕн кĕпĕрнатăрĕ Василий Бочкарев вĕсен тăрăхĕнче чăвашсем нумайăн пурăннине асăннă, "Пирĕн тăрăхра чăвашсен диаспори пур. Вĕсем питĕ ĕçчен халăх. Эпир пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсем Пенза тăрăхĕнче саланччăр, пирĕн патăрта тухакан çимĕçсем - сирĕн тăрăха çитчĕр", - тенĕ.
Тĕл пулу вăхăтĕнче М.Игнатьевпа В.Бочкарев тачă çыхăнса ĕçлемелли Килĕшỹ хутне алă пуснă.
Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексне аталантарма федераци бюджетĕнчен хушма субсиди, черетлĕ транш - 111,2 млн тенкĕ - уйăрнă. ЧР ял хуçалăх производителĕсене ỹсен-тăран отрасльне аталантарма 27,9 млн тенкĕ уйăрĕç. 62 млн тенкĕ ỹсен-тăран отрасльне аталантарма уйăрнă инвестици кредичĕсен процент ставкисен пĕр пайне саплаштарма тата рынока продукципе тивĕçтерме, инфраструктурăна аталантарма ярĕç. Çавăн пекех укçа-тенкĕн пĕр пайне выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма илнĕ кредитсен проценчĕсене саплаштарнă çĕре те тăкаклама палăртнă.
Ỹсен-тăран отраслĕ валли илнĕ кредитсен процент ставкисене саплаштарма федераци бюджетĕнчен уйăракан субсидипе РФ Ял хуçалăх министерствин Чăваш Ен ял хуçалăх предприятийĕсем умĕнче парăм та пур - 42,2 млн тенкĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн юн кунхи ларăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ чылай ыйту сỹтсе явнă. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курмалли, хăйăр кăлармалли, ирĕк памалли, аукцион кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. 2011-2013 çулсенче 24 аукцион ирттернĕ май республика бюджетне 50 млн тенкĕ кĕнĕ. 2008-2010 çулсенче вара 16 суту-илỹ пулнă.
ЧР Патшалăх ветеринари службин ертỹçи С.Скворцов мăйракаллă шултра выльăх лейкозĕн ыйтăвĕ чи çивĕччине палăртнă. Выльăх, чĕр чунсем урнин тĕслĕхĕ те нумайланнă. Республика Пуçлăхĕ ветеринари ĕçне предпринимательсене анлăрах явăçтарма сĕннĕ, сĕтĕн сутăн илмелли хакĕ Чăваш Енре пĕчĕкки пирки тепĕр хутчен аса илтернĕ.
Инвалидсене ĕçе явăçтарас енĕпе инфраструктурăна аталантарма федераци бюджетĕнчен 3,1 млн тенкĕ ытла хушма субсиди уйăрнă. Асăннă укçа-тенке инвалидсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме, ĕçлеме кирлĕ условисем тунă çĕре яраççĕ. Сăмахран, 2014 çулта республикăра инвалидсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме 10,7 млн тенкĕ тăкакланă (2013 çулта - 6,8 млн тенкĕ). Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре нумай ачаллă 9672 çемье пурăнать. Вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, пулăшма Чăваш Республикинче ытти регионсенче чи малтан çĕр участокĕсем уйăрса пама тытăннă. Унпа килĕшỹллĕн 2672 çемье çĕр участокĕллĕ пулнă. Вĕсенчен 106-шĕ - районта пурăнакансем. Çурт-йĕр хăпартма тата харпăр хăй хуçалăхне йĕркелес текен 38 çемье черетре тăрать.