Ял-йыш уйра тăрăшать
Кĕркунне çитсен ял халăхĕ çĕр улми анинче ĕçе кỹлĕнет. Районĕпе илсен кăçал иккĕмĕш çăкăра 1153 гектар çинче çитĕнтернĕ. Сентябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх производство кооперативĕсем, колхозсем, фермер хуçалăхĕсем 259 гектар çинчен çĕр улмие кăларнă, пуçтарса кĕртнĕ.
- Анчах та çак ĕçе пурте пуçăнман. Районти 23 хуçалăхран 8-шĕ çеç çĕр улмие кăларма тухнă. Çанталăк аван тăнă чухне "иккĕмĕш çăкăра" пĕр чăрмавсăр, тăкаксăр пуçтарса кĕртесчĕ. Çавăнпа та мĕн пур вăйпа ĕçе пикенесчĕ, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин. Сăмахран, Эльпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансем "Дружба" ЯХПК уйĕнче тăрăшаççĕ. Кăçал хуçалăхра çĕр улмине 100 гектар çинче çитĕнтернĕ пулсассăн, 30 гектарĕ çинчен кăларса пуçтарнă та. Вăтам тухăç кашни гектартан - 153 центнер.
Районĕпе кĕрхи культурăсене 4435 гектар çинче акнă, планпа çак ĕçе 5100 гектар çинче пурнăçламалла. Кĕрхи çĕртмене вăхăтра тăвас енĕпе хуçалăхсен тăрăшмаллах. Кĕçнерни кун тĕлне 7190 гектар çĕр сухаланă. Ку планпа палăртнин 41 проценчĕ çеç. Хуçалăхсем вырмана сентябрĕн 13-мĕшĕнче вĕçлеме палăртаççĕ. Тăхăр хуçалăхра çапса тĕшĕлемелли лаптăк - 620 гектар.