Комсомольский муниципальный округ

Тимлĕ пулмалла

Çанталăк сивĕтнĕçемĕн ялсенче пушар тухас хăрушлăх ỹссе пырать. Тĕп сăлтавсенсен пĕри - кăмакасем хутнă чух пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăсни. Кăмакан тĕтĕм çулĕсене хăрăмран тасатсах тăмалла.

Сентябрĕн 18-19-мĕшĕсенче районти пушар асăрхав уйрăмĕпе 31-мĕш пушар чаçĕ тимĕр кăмакасем сутакан точкăсенче профилактика тĕрĕслевĕ ирттернĕ. Суту-илỹ организацийĕсен руководителĕсемпе сутуçăсене тавар туянакансене туяннă кăмакасене вырнаçтарнă чух тата вĕсемпе усă курнă вăхăтра пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллине ăнлантарса памалли инструкцисем панă.

Кăмакасемпе усă курнă чух çак йĕркесене пăхăнмалла: хутмалли тапхăрччен кăмакасене тĕрĕслемелле, вĕсене юсамалла, юсавсăр кăмакасене хутмалла мар;

кăмакасем умĕнче 0,5-0,7 мм тимĕр листисем вырнаçтармалла;

кăмакана тата кăмакан тĕтĕм çулĕсене хутма тытăнас умĕн тата хутнă тапхăрта та тасатсах тăмалла;

хутнă кăмакасене пăрахса хăвармалла мар, вĕсене пăхса тăма пĕчĕк ачасене шанмалла мар;

кăмака умĕнчи тимĕр листисем çине çунтармалли япаласем хума юрамасть;

кăмакасене чĕртме çунтармалли шĕвĕ япаласемпе усă курмалла мар;

кăмакасене ытлашши хĕртсе яма юрамасть. Мачча çинчи мăрьесемпе стенасене шуратмалла.

Пушар тухсан "01", "101", "112", Раççей МЧСĕн 8(499) 216-99-99, ЧР МЧСĕн Тĕп управленийĕн 8(8352) 39-99-99 номерĕсемпе шăнкăравламалла.



"Каçал Ен"
24 сентября 2014
14:08
Поделиться