ГТО нормативĕсене тултарассипе - фестиваль
Иртнĕ шăмат кун, сентябрĕн 27-мĕшĕнче, спорта кăмăллакансем Пĕтĕм Раççейри "ГТО" фестивальне Шупашкарти "Энергия" стадиона пухăнчĕç. Палăртнă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви çумĕнчи физкультурăпа массăллă спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен департамент директорĕн çумĕ Виктор Бабкин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата ыттисем хутшăннă. Уява пухăннисене саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика чăнласах та çĕршывра физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе лидер пулса тăнине каланă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин республикăра октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумне йĕркелесе ирттерме палăртни те çакнах çирĕплетет.
"Çамрăксем çине пăхма кăмăллă, вĕсем хитре спорт тумĕпе. Пĕрне-пĕри пăхса савăнăр, кăмăлăра çĕклĕр", - тенĕ Михаил Васильевич. Фестивале пухăннисене, спорта юратакансене пурне те ГТО нормисене тултарма, палăртнă спорт енĕсемпе кирлĕ пек кăтартусем тума сĕннĕ.
РФ Спорт министерстви çумĕнчи физкультурăпа массăллă спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен департамент директорĕн çумĕ Виктор Бабкин хальхи Раççей историйĕнче пуçласа Шупашкар хулинче ГТО нормативĕсене тултарассипе спорт фестивалĕ иртнине уйрăммăн палăртса хăварнă. "Пĕлтĕрхи çул Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ирттернĕ конкурссен çĕнтерỹçи пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ, Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форума йĕркелесе ирттерме палăртнă. Ку чăнласах та питĕ пысăк хисеп. Сирĕн тăрăха Раççейри пур регионтан представительсем килсе çитĕç. ГТО йĕркине федераци шайĕнче презентаци йĕркелĕç", - тесе каланă Виктор Бабкин.
Çав кун Шупашкарта 70 пине яхăн çын ГТО нормисене панă. Командăра пилĕк хĕрпе пилĕк каччă пулнă. Кашни çын спортри хăйĕн ăсталăхне çỹллĕ шайра кăтартма тăрăшнă.
Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн "Готов к труду и обороне" нормативĕсене вăя кĕртесси çинчен калакан саккуна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи март уйăхĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн ГТО нормативĕсене 11 ỹсĕм категорийĕнче уйрăммăн пурнăçлама май пур - 6 çултан пуçласа 70 çултисем таранах. Йывăрлăхĕпе кашни ỹсĕмри нормативсене виçĕ ушкăна уйăрнă. Çапла майпа нормативсене пурнăçланă хыççăн бронза, кĕмĕл е ылтăн паллăна тивĕçме пулать.