Республика хыпарĕсем
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн финанс министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче Раççей Президенчĕ 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă указсемпе йышăннă индикаторсене Чăваш Республики пĕтĕмпех кирлĕ пек туллин пурнăçласа пынине палăртнă. Федераци бюджетĕнчен вăхăтра укçа куçса пынине кура, Чăваш Республики социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçре эффективлăха туйса пырса ĕçлени куç кĕретех. 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕчченхи тапхăрпа танлаштарсан, кăçалхи çак палăртнă вăхăтра республика бюджечĕн харпăрлăх тупăшĕ 3,6 процент чухлĕ ỹсни паха. Кăçалхи çулăн кăрлач - çурла уйăхĕсене илес пулсан налуксенчен бюджета пухăнакан укçа-тенкĕн калăпăшĕ 4,3 процент ытла пуçтарăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăтартусем чăннипех те ỹсĕмлĕ.
Чăваш Республики 2014 çулта патшалăх умĕнчи парăмсене 48,2 процент чухлĕ чакарма май тупнă (2012 çулта - 54,7 процент чухлĕ). Тĕл пулу вăхăтĕнче кредитсемпе çыхăннă ыйтусем пирки те канашланă. "Пирĕн чăнласах та Раççей Федерацийĕн Финанс министерствипе килĕшсе ĕçлесси пĕр тан пурнăçланать. Эпир яланах пулăшăва вăхăтра илсе пыратпăр. Паянхи тĕл пулура та Антон Германович Силуановпа малашнехи тапхăрта аталанса пымалли çул-йĕр пирки сỹтсе яврăмăр. Вăл шутрах хушма пулăшу илесси пирки те калаçу пулчĕ. Кăçалхи çула Чăваш Республикине 0,1 процентлă бюджет кредитне уйăрасси пирки йышăну тунă", - тесе каланă министрпа тĕл пулу вĕçленнĕ хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра "Раççей чукун çулĕ" АУОра Раççейри хăвăртлăхлă тата пысăк хăвăртлăхлă çỹревĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен общество канашĕн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерĕ Александр Жуков тата "Раççей чукун çулĕ" АУОн пĕрремĕш вице-президенчĕ Александр Мишарин ертсе пынă канашлăвне хутшăннă. Унта пысăк хăвăртлăхлă "Мускав - Хусан - Екатеринбург" чукун çул магистралĕн "Мускав - Хусан" участокĕн строительствин малашлăхне сỹтсе явнă. Проектлакан "Мускав - Хусан" трасса федерацин çĕршыв халăхĕн 20 проценчĕ пурăнакан çичĕ субъекчĕн территорине пĕрлештерет. Магистраль Раççейĕн 12 миллионер-хулинчен 3-шне çыхăнтарать, пуйăссен хăвăртлăхне сехетре 400 километра çитерме тата пассажирсен çул çинчи вăхăтне перекетлеме май парать. Пысăк хăвăртлăхлă "Мускав - Хусан" магистрале хута ярсан Чăваш Ен 2020 çул тĕлне 20 млрд яхăн тенкĕ хушма тупăш илме пултарĕ, 2030 çул тĕлне - 43 млрд. Паянхи кун тĕлне асăннă магистралĕн Чăваш Республикин территорийĕпе иртекен тĕп тăрăхне инженери тишкерĕвĕ тăвас тата проект ĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе килĕшсе татăлнă.
Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум вăхăтĕнче, октябрĕн 9-мĕшĕнче, Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра ирхи зарядка иртет. 9 сехетре унта хутшăнакансене шута илме тытăнĕç, зарядки 10 сехетре пуçланать. Асăннă мероприятие Чăваш Енри паллă спортсменсем, форум хăнисем те хутшăнĕç.
"Зарядкăра пурин те çĕкленỹллĕ кăмăл пулмалла. Чи кирли - çынсене интереслентересси, хавхалантарасси! Халĕччен спортран аякра пулнисем те сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен ретне тăччăр", - хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Хăнасене волонтерсем кĕтсе илеççĕ. Вĕсем валли ятарлă тумсем, калпаксем, шарфсем, сувенирсем хатĕр. Ун хыççăн вара спорт парачĕ пуçланать. Спорт çăлтăрĕсем ялавсем, кубоксем йăтса утĕç. Унтан Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунĕ старт илет. Вунă сехетре Спорт бульварĕ ĕçлеме пуçлать.
Бюджет проекчĕ хатĕр.
Бюджета 15 программа çинче никĕсленĕ. Финанс министрĕ Светлана Енилина çитес çулхи бюджет кăтартăвĕсем çинче ытларах пусăм тунă. Унăн тупăш пайĕ кăçалхинчен 950 млн тенкĕлĕх чакать - 33,4 млрд тенке яхăн пулать. Пайăррăн илсен 11 млрд тенкĕ ытла вĕрентỹ сферине каять. Социаллă политикăна пурнăçлама 7,7 млрд тенке яхăн уйăрĕç - бюджетăн 21 проценчĕ. Çурт-йĕр строительствине тĕревлекен тăкаксем те курăмлă. Çав шутра - вăрçă ветеранĕсене, тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерме, юхăннă çуртсенче пурăнакансене куçарма. Ял хуçалăхĕ валли - 784 млн тенке яхăн. Çурт-йĕр фончĕн енчĕкĕ 2,6 млрд тенкĕлĕх пулĕ. Финанс министрĕ республика бюджетĕнчен муниципалитетсене паракан трансфертсем кăçалхинчен пысăкрах пуласса шантарнă - 1267 млрд тенке яхăн.