Республика хыпарĕсем
ктябрĕн 6-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕршывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.
Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хутшăнакансене тата официаллă делегацисене кĕтсе илессипе тата ăсатассипе çыхăннă ыйтусем пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Александр Иванов пĕлтернĕ. "Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче яваплă çынсене пухса калаçрăмăр. Кашни хăна пирки тулли информаци пур. Ĕç малалла пырать. Унта волонтерсене те явăçтаратпăр. Пĕр хăна та кăмăлсăр ан юлтăр тетпĕр",- тенĕ Александр Степанович.
ЧР информполитика министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх - спорт форумне çутатакан Раççей тата чăваш журналисчĕсене аккредитациленĕ. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш наци телекуравĕ Хĕрлĕ тỹремре иртекен спорт форумĕпе çыхăннă мероприятисене тỹрĕ эфирта кăтартĕ.
ЧР транспорт министрĕ Владимир Филиппов "Раççей - спорт çĕршывĕ" форума хутшăнакансене транспортпа пĕр чăрмавсăр тивĕçтересси çинчен пĕлтернĕ.
Паян-ыран тĕп хуламăра 1000 яхăн хăна килсе çитмелле. Ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илесчĕ вĕсене. "Лавккасенче чăваш апат-çимĕçĕ ытларах пултăр. Ресторансенче те наци апатне сĕнччĕр",- палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ. Хăнасене йышăнма ха-тĕрленекен 33 хăна çуртĕнче вара сувенирсем, спорт тумĕсем, роликсем хатĕрленĕ.
Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче ЧР Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ячĕпе РФ ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕнчен М.А.Топилинран çыру килнĕ. Çырура 2014 çулăн çур çул кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен халăха ĕç тупма пулăшассипе, патшалăх пулăшăвĕсемпе пахалăхлă тивĕçтерессипе чи лайăх субъектсем шутне кĕнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен 2011 çултанпа ку енĕпе ытти субъектсем хушшинче мониторингра малта тăрать. 2014 çулхи çур çул вĕçĕ тĕлне республикăра регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,6 процентпа (Раççейре - 1,15 процент), ĕçпе тивĕçтерекен центрта çулталăк ытла учетра тăракансен йышĕ 2,1 процентпа кăна (Раççейре 12,6 процент) танлашнă.