Демографи лару-тăрăвĕ
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ кăçалхи çулăн 9 уйăхри пĕтĕмлетĕвĕсене турĕ, вĕсемпе паллашма сĕнетпĕр. Кăçалхи январь - сентябрь уйăхĕсенче 135 çемье чăмăртаннă. Шел пулин те, ĕнер пĕр-пĕринсĕр пĕр самант та пурăнайман çамрăксем пур чухне те çемьесене упраса хăвараймаççĕ. Чылай çемье тĕрлĕ сăлтава пула арканать. 52 мăшăра уйрăлни çинчен свидетельство пама тиврĕ. 2013 çулта çак тапхăрта районта пурĕ 230 ача çуралнă, 285 çын пурнăçран уйрăлнă. 2 ачана усрава илнĕ, 18 пепкен ашшĕ камне палăртса хут панă. 24 çын ячĕсене улшăнусем кĕртнĕ.
Танлаштарса пăхма. 2012 çулхи кăтартусем тăрăх 346 пепке çут тĕнчене килнĕ, 346-ăн вилнĕ, усрава 1 ачана илнĕ, 19 ачан ашшĕ камне палăртнă, 22-ĕн ячĕсене улăштарнă. Пепке çут тĕнчене килни кашни çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, хаваслă пулăм. Кăтартусем тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра 228 пепке кун çути курнă. Шел пулин те, 275 çын вилнĕ. Ашшĕ кам пулнине палăртни - 21, усрава илни - 3, ят улăштарни çинчен 15 акт регистрациленĕ. 2
2014 çулхи 9 уйăхра çут тĕнчене килнĕ ачасенчен çемьере пĕрремĕшсем - 81, иккĕмĕшсем - 79, виççĕмĕш - 60, тăваттăмĕш - 6. Пиллĕкмĕш тата улттăмĕш ачине çуратнисем - пĕрер çемье.
Демографи лару-тăрăвĕпе чи лайăх кăтартусем - Урмаел ял тăрăхĕнче. Ку хутлăхра январь - сентябрьте 65 ача çуралнă, 31 çын вилнĕ, çĕнĕ 27 çемье чăмăртаннă.