Форум пурне те пĕрлештерчĕ
Чăваш Ен тĕп хулинче Шупашкарта октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум йĕркелени чăннипех те пысăк мероприяти пулчĕ. Чăваш Республикинче пурăнакансем ăна чăтăмсăррăн кĕтрĕç, кашниех унта хутшăнма тăрăшрĕ. Нумайăшĕ хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçларĕ те. Дмитрий Губерниев спорт комментаторĕпе ирхи зарядка туниех çитĕнỹ мар-и вара?
Форум программипе килĕшỹллĕн Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕнче старта тухни те сывă пурнăç йĕркине пăхăннине çирĕплетет. Сăмахран, çак кун Шупашкарти кỹлмекре 5 пин çын зарядка тунă, 30 пин çын утнă. Тĕнчери спорт ассоциацийĕн президенчĕ Джу-Хо Чанг Утакансен кунне çав тери анлă уявланинчен тĕлĕннĕ.
Форума 20 ют çĕршыв тата Раççейри 81 регион представителĕсем килсе çитни чăннипех те пĕлтерĕшлĕ. Пурĕ 2767 çын аккредитациленнĕ. Çав йышра эпĕ те пултăм. Спорт форумне çитсе курма май килнишĕн, паллах, савăнтăм. Аккредитациленнĕ кунах, октябрĕн 9-мĕшĕнче, тĕп хулари Карл Маркс урамĕнче спортăн тĕрлĕ лапамне çитсе куртăм. Шупашкарти спорт федерацийĕсемпе спорт шкулĕсем тĕп хулара пурăнакансемпе хăнасене хăйсен çитĕнĕвĕсемпе, спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе паллаштарчĕç. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ умĕнчи сцена çинче фитнес-аэробика енĕпе ăсталăх туптакан ачасем хăйсен ташшисемпе тыткăнларĕç.
Çавăн пекех Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасем Республика лапамĕнче вырнаçнă вăхăтлăх павильонсене хаваспах çитсе курчĕç. Кунта паллашмалли, хак памалли, иртнине аса илмелли пайтахчĕ. Раççейри чылай регион выставка кĕтесĕсем йĕркеленĕ. Выставка тулли те тĕрлĕ енлĕ пулни куç кĕретех. Сăмахран, унччен ГТО нормативĕсене туллин пурнăçланă вăхăтри спорт инвентарĕсем, ялавсем те историе аса илтереççĕ. Çакă, паллах, аслисемшĕн çеç мар, çитĕнекен ăрушăн та çав тери кăсăклă.
Эпир, журналистсем, тĕрлĕ конференцисене, çавра сĕтелсене çитсе курма пултартăмăр. Тĕслĕхрен, асăннă форума федераци тата регионти массăллă информаци хатĕрĕсен 200 ĕçченĕ килсе çитнĕ. Вĕсем форум мероприятийĕсене туллин çутатрĕç, çакна пурнăçлама Ача-пăча пултарулăх керменĕнче пресс-центр пулни те пысăк пулăшу кỹчĕ. Форума хутшăннă май ытти регионсенчен килсе çитнĕ çынсемпе паллашрăмăр. Вĕсем - спорта аталантарас енĕпе тимлекен хастар çынсем. Чи малтанах вĕсем Чăваш Ене мĕнле хакланипе кăсăклантăмăр.
- Кунта чăннипех те пуян чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă, тарават, спортпа туслă çынсем пурăнаççĕ. Эсир хăнасене кĕтсе илме, хулапа паллаштарма, ăшшăн калаçма, кашни япалашăн тав тума пĕлетĕр. Шупашкар хули таса та илемлĕ пулни тĕлĕнтерчĕ. Форума çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттернинче кашни çын тỹпи пур, - терĕç вĕсем.
Паллах, хăнана пуçласа е тăтăшах килсе çỹрекенсем республикăра пурăнакансене çакăн пек хак пани савăнтарать çеç мар, хăпартлантарать те. Апла пулсассăн эпир анлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене лайăх йĕркелесе ирттерме, çынсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма, вĕсен кăмăлне тивĕçтерме пултаратпăр. Ахальтен мар республикăра тĕрлĕ халăх çынни пĕр çемьери пек килĕштерсе, савăнса пурăнать. Вăхăтра ĕçлеме, канма пĕлни, спортпа туслашни темрен те паха. Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн!