Комсомольский муниципальный округ

Предпринимательлĕхе аталантарма

2014 çулта "Чăваш Республикинче вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене аталантарасси" çум программăна аталантарма 440 млн тенкĕ уйăрнă. Çав шутран октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне укçа-тенкĕн 97,1 проценчĕпе усă курнă. Кăçал çум программăна пурнăçлама республика бюджетĕнчен 2013 çулхинчен 1,5 хут ытларах укçа уйăрнă.

2014 çулхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 574 субъекчĕ финанс пулăшăвĕпе усă курнă, 3801 субъекчĕ информаци, консультаци тата право пулăшăвĕ илнĕ. Çум программăн мĕн пур мероприятине пурнăçласа 2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 5078 субъекчĕ патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕпе усă курнă, 884 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, 9058 ĕç вырăнне упраса хăварнă. Чăваш Енĕн вак тата вăтам бизнесĕ налук сахал мар тỹлет. Чăваш Республикин пĕрлехи бюджетне 2011 çулта - 1,5, 2013 - 2 млрд тенкĕ куçнă. 2014 çулта, малтанлăха палăртнă тăрăх, 2,1 млрд тенкĕ пырса кĕмелле.



"Каçал Ен"
15 октября 2014
08:43
Поделиться