Уй-хирте
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, колхозсем палăртнă кĕрхи ĕçсене çак кунсенче вĕçлесе пыраççĕ. Сăмахран, кĕрхи çĕртмене 16 пин гектар çинче пурнăçланă. Хăш-пĕр хуçалăхсем çак ĕçе ыран-паян вĕçлемелле. Хуçалăхсем 9500 тонна силос, 7170 тонна утă, 24368 тонна сенаж хывса хăварнă.
"Иккĕмĕш çăкăра" 1113 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан - 187 центнер. 109 гектар çинчен 3150 тонна пахча çимĕç пуçтарса кĕртнĕ. Кăçал çанталăк аван пулнăран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, пахча çимĕçе, çĕр улмине вăхăтра тата чăрмавсăр пуçтарса кĕртрĕмĕр.
Ĕçченсем тăрăшни куç кĕретех. Вĕсене ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, малашне те çирĕп вăй-хал, ăнăçу сунатăп.