Комсомольский муниципальный округ

Ветерансем, старта тăрăр!

Кашни çулах Комсомольски райповĕ спорта юратакан ветерансене хисеплесе çăмăл атлетикăпа ăмăрту ирттерет. Ăмăртăва 55 çултан иртнĕ арçынсем тата 50-ран иртнĕ хĕрарăмсем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем 60 тата 400 метра чупса, ал вăйĕпе кĕлеткене урайĕнчен çĕклесе тупăшĕç.

Асăннă ăмăртăва Шупашкар хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форума халаллаççĕ. Унта районта пурăнакансем те хастар хутшăнчĕç. Шкул ачисенчен пуçласа пенсионерсем таранах ГТО нормативĕсене пачĕç.

Ăмăрту "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче октябрĕн 18-мĕшĕнче 10 сехетре пуçланать.



"Каçал Ен"
15 октября 2014
08:53
Поделиться