Комсомольский муниципальный округ

Канаш ларăвĕ иртнĕ

Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици хывассине вăйлатас тĕлĕшпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртнĕ. Унта федераци субъекчĕсене инвестици кỹрессине еплерех йĕркеленине палăртакан наци рейтингне Чăваш Ен хутшăнассипе, туризм инфратытăмне тăвассипе, кредит илсе инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Михаил Игнатьев кăçал наци рейтингĕн эксперчĕсем, институчĕсем, стратегиллĕ пуçарусен агентстви пилот проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ регионсене çеç мар, мĕн пур субъекта хак парассине пĕлтернĕ. "Наци рейтингĕ лартакан ыйтусене тĕпе хурса хамăр ĕçе вăйлатмалла. Пирĕн ỹсĕмлĕ аталану кăтартăвĕсене шута илсе пĕр вырăнта чарăнса тăмалла мар, малаллах талпăнмалла, Чăваш Енĕн ĕçлĕ талккăшне татах сармалла. Ăна хушса пырасси нумай сăлтавран килет. Çапах та чи кирли - республикăна инвестици хывакан харпăрлăхçăсене тухăçлă ĕçлеме май тăвасси", - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Республикăн промышленноçри, строительствăри, агропромри, уйрăммăн илсен - ял хуçалăхĕнчи, потребительсен рынокĕнчи ĕç кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Тупăшсем 3,6 процент пысăкрах.



"Каçал Ен"
18 октября 2014
13:07
Поделиться