Комсомольский муниципальный округ

Чун-чĕрепе юратса, ăс-тăна пуянлатса

Кашни вĕренекен, вĕрентекен пурнăçĕнче шкул библиотеки пысăк вырăн йышăнать. Унта упранакан кĕнекесене кашниех вуласа тухнă, алла илсе паллашнă. Библиотекарь яланах вулакансене кирлĕ литература тупса пама пулăшать, вăл кĕнеке фондĕнчи литературăна пилĕк пỹрнине пĕлнĕ пек шĕкĕлчет. Ахальтен мар шкул вулавăшĕсемпе кĕнеке юратакансен ячĕпе октябрь уйăхĕн тăваттăмĕш тунти кунĕнче Пĕтĕм тĕнчери шкул библиотекисен кунĕ иртет. Пуçласа çак уява ЮНЕСКО пуçарнипе 1999 çулта уявланă.

Асăннă уява районта паллă тăвасси те йăлана кĕнĕ. Шкул библиотекисенче тăрăшакансене палăртса хăвармасăр май та çук. Кăçал район администрацийĕн вĕренỹ пайĕ библиотекарьсем хушшинче сăн ỹкерчĕксен конкурсне йĕркелерĕ, çĕнтерỹçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртрĕ. "Не место красит" номинацире Г.Медведева (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн библиотекарĕ В.Арсентьева - иккĕмĕш, О.Кириллова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) - виççĕмĕш. "Давайте улыбнемся" номинацире Л.Хораськина (Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ), З.Бахалтдинова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), Р.Свистунова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) палăрчĕç. Г.Волкова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), И.Ильина (Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ), В.Арсентьева (Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ) "Все сразу" номинацире чи маттуррисем пулчĕç. Вĕсем чăннипех те пуян опытлă ĕçченсем пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç.



"Каçал Ен"
25 октября 2014
18:21
Поделиться