Комсомольский муниципальный округ

Кредитпа парăм пулсан

Раççей Перекет банкĕ октябрĕн 17-мĕшĕнчен çĕнĕ программа хута янă. Вăл 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен пырĕ. Унпа килĕшỹллĕн, укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхри уйрăм çынсем, пĕчĕк тата микробизнесра ĕçлекенсем кредит енĕпе пулса кайнă парăмсене çăмăллатнă майпа йĕркелеме пултараççĕ.

Программа парăма йĕркелемелли икĕ вариант сĕнет. Пĕрремĕшĕпе усă курма шут тытса вăхăтра тỹлемен парăма татсан Перекет банкĕ договора пурнăçламаншăн тỹлеттерекен штрафран хăтарать. Иккĕмĕш вариантра вара е уйăхсеренхи тỹлевĕн вăхăтне е кредит договорĕн срокне тăсма пулать. Асăннă программăпа усă курас тесен клиентăн Раççей Перекет банкĕн вырăнти филиалне çитсе банк специалисчĕпе пĕрле парăма йĕркелемелли меслете суйласа илмелле. Программа тата унăн условийĕсем çинчен тĕплĕнрех банкăн вырăнти уйрăмĕсенче пĕлме пулать.



"Каçал Ен"
25 октября 2014
17:41
Поделиться