Ятарлă техника хатĕрĕшĕн - яваплăх
Раççей Уголовлă Кодексне 2011 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче ятарлă техника хатĕрĕсене сутнăшăн тата туяннăшăн уголовлă яваплăх тыттарасси çинчен 138.1 статья кĕртнĕ. РФ Правительстви çирĕплетнĕ асăннă категорие кĕрекен ятарлă техника хатĕрĕсен переченне вăрттăн асăрхамалли, сасса çырса илмелли, телефон калаçăвне итлемелли, çавăн пекех харкамлăх прависене пăсакан ытти хатĕрсем кĕреççĕ.
Çакăн йышши хатĕрсенчен пурнăçра ытларах диктофонсемпе тата "пытарăнчăк камера" текенскерсемпе, йăлара тыткалакан япаласем пек туса кăларнăскерсемпе (ручка, брелок, куçлăх, галстук тата ытти те) усă кураççĕ. Вĕсене туянни, парнелени е сутни (çав шутра Интернет, почта урлă туянни те) преступлени шутланать.
Акă, Шупашкарта пурăнакан М. нумаях пулмасть çỹлерех асăннă статьяпа айăпланнă. Суд палăртнă тăрăх, М. Интернетра тавар сутакан паллă сайт çине кĕнĕ, ун урлă видеокамера тата микрофон вырнаçтарнă авторучка заказ панă, урăх çĕршыври сутуçăна таваршăн укçа куçарнă. Кун хыççăн сутуçă авторучкăна почтăпа ярса панă, М. ăна хăй пурăнакан адреспа илнĕ. Экспертиза çак ручка Раççейре чарнă таварсен çаврăнăшне кĕрекен ятарлă техника хатĕрĕ пулнине çирĕплетнĕ. М. ку ручкăна йăлара усă курма туяннă тесе ĕнентересшĕн пулнă пулин те, суд ун сăмахне шута илмен, ар çынна 40000 тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Районта пурăнакансене Раççейре чарнă таварсен çаврăнăшне кĕрекен ятарлă техника хатĕрĕсене туяннăшăн явап тытмалла пуласса асăрхаттаратпăр.