Комсомольский муниципальный округ

Парăмсемсĕр пурăнсан нуши те сахал

Хăйсен профессиллĕ уявне районти суд приставĕсем мĕнле кĕтсе илнипе кăсăкланса уйрăм начальникĕпе Владимир Петрович Ивановпа калаçрăм.

- Штрафсемпе тĕрлĕ сборсене пурте вăхăтра тỹлесе пырсан парăмçăсем пулмастчĕç те вĕт, пурнăçра пач урăхла пулса тухать. Акă, кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче суд приставĕсен алли витĕр 9078 исполнителлĕ производство ĕçĕ тухнă. Вĕсен сумми 137 млн та 215 пин тенкĕпе танлашать. Пуçарнă ĕçсенчен 5194-шне пĕтернĕ, вĕсенчен 4568 тĕслĕхĕнче - 18 млн та 960 пин тенкĕ укçа шыраса илнипе, - терĕ Владимир Петрович.

Районти суд приставĕсем парăмçăсенчен укçа шыраса илсе патшалăх хыснине хываççĕ. Акă, иртнĕ тапхăрта пуçарнă 51 ĕçпе налуксемпе сборсене 327 пин тенкĕлĕх шыраса илнĕ. Çынсем çак тỹлевсене хăйсен ирĕкĕпе хывмасан суд органĕсен те хутшăнма тивет, вĕсен 53 йышăнăвĕпе (акчĕпе) 198 пин тенкĕ тỹлеттернĕ (çĕр, транспорт, пурлăх çине хуракан налук).  

Юлашки çулсенче пысăк парăмсене тỹлемесĕр тарса çỹрекен çынсем нумайланчĕç. Пирĕн районта та çавăн пек тĕслĕхсем пур иккен. Акă, районти суд приставĕсен уйрăмĕнче тăрăшакансем асăннă сăлтавпа кăçалхи виçĕ кварталта исполнителлĕ 31 ĕç пуçарнă. Тарса çỹрекен парăмçăсене те тупнă, укçине те шыраса илнĕ. Ытларахăшĕ алимент тỹлемен-мĕн. Отчетлă тапхăрта çакнашкал ĕçсенчен 15-ĕшне пĕтернĕ.  

Уйрăмах "хытă тирлисем" тĕлĕшпе алимент тỹлеменшĕн ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 8 уголовлă ĕç пуçарнă. Çав шутран 3-шĕ - амăшĕсем. Парăмсене вăхăтра тỹлемен 66 çын пурлăхне арестленĕ, 6 млн та 240 пин тенкĕлĕх. Çав пурлăха сутса илнĕ укçа-тенке парăмсене тỹлеме яраççĕ. Сăмах май, тỹлемен çынсене административлă майпа та явап тыттарма пулать.

Тăхăр уйăхра парăмçăсем çине 78 протокол çырнă, 25 çын тĕлĕшпе - иккĕмĕш хут. "Суд приставĕсен уйрăмĕшĕн курăмлă кăтарту - исполнителлĕ сборсене шыраса илсе федераци бюджетне хывни. Январь-сентябрь уйăхĕсенче асăннă цифра 724 пин тенкĕпе танлашрĕ, çакă вара иртнĕ çулхи çак тапхăртан чылай нумайрах", - паллаштарчĕ 9 уйăхри хăйсен ĕç-хĕлĕпе Владимир Петрович.

Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, парăм пулсан приставсем никама та канăç памаççĕ, çакă - вĕсен çăмăл мар тивĕçĕ. Çавăнпа та районта пурăнакансене пур тỹлеве те вăхăтра хывма сĕнес килет, хăвăршăнах аван пулĕ.



"Каçал Ен"
01 ноября 2014
10:55
Поделиться