Татса паман ыйтусемпе - йышăнăва
Прокуратура органĕсен тĕп ĕçĕ вăл - çынсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса парасси. Кăçалхи çул районти прокуратурăна мĕн пурĕ 112 жалоба тата заявлени çырнă. Вĕсенчен 62 ыйтăвне вырăнтах татса панă, ыттисене урăх органсене ярса панă. Ытларах çынсем район прокуратурине ĕç, çурт-йĕр, çĕр саккунĕсене, ĕç тăвакан производствăн законодательствине, администраци тата уголовлă сферăри суд ĕçне пырса тивекен ыйтусемпе килеççĕ. Патшалăх органĕсене паракан жалобăсене пăхса тухнă чухне саккунлăха пăснă пирки район прокуратури 15 представлени панă, должноçри 5 çынна административлă явап тыттарнă, саккунпа килĕшсе тăман 2 акта хирĕçленĕ.
Сăмахран, район прокурорĕн шыравĕпе суд Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствине Комсомольскинче пурăнакан инвалида санаторипе курорт сиплевне кайма путевкăпа тивĕçтерме ыйтнă. Канаш хулинче пурăнакан ыйтнипе "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче кану тата ачасен сывлăхне лайăхлатас условисем санитарипе эпидеми хушăвне тивĕçтерменшĕн учреждени пуçлăхне административлă явап тыттарнă.
Малашне район администрацийĕн пуçлăхĕпе пĕрле тата Чăваш Республикин прокуратура ветеранĕсемпе обществăлла йышăну йĕркелессине йăлана кĕртесшĕн. Чăваш Республикин прокуратура ветеранĕсем прокуратура пỹлĕмĕнче кашни уйăхăн 3-мĕш кĕçнерни кунĕнче 14-15 сехетсенче, район администрацийĕн пуçлăхĕпе пĕрле иртекен йышăну уйăхăн тăваттăмĕш тунти кунĕнче 14-16 сехетсенче иртмелле. Апла пулсан ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче тата 24-мĕшĕнче хăвăра канăçсăрлантаракан ыйтусемпе йышăнăва килме пултаратăр.