Хăмла республика палли пулĕ
"Раççей аллейи" акци вăхăтĕнче çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнакансем регионăн симĕс ỹсен-тăран паллине суйларĕç. Çакна пурнăçлама пĕр-пĕр ỹсен-тăраншăн сасăлама акци сайтне çеç кĕмелле пулнă. Октябрĕн 31-мĕшĕнче сайтри сасăлава пĕтĕмлетнĕ. Хăмла Чăваш Республикин палли пулĕ. Уншăн респондентсен 36 проценчĕ сасăланă.
"Каçал Ен"