Комсомольский муниципальный округ

Какайра, сĕтре сиенлĕ япаласем тупни тимлĕх тата асăрханулăх пирки аса илтерет

Пĕрисем "тỹрленеççĕ", тепринче - чир паллисем Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн чикĕри ветеринари контролĕн пай пуçлăхĕ Надежда Емельянова каласа панă тăрăх, пĕрремĕш çур çулта мăйракаллă шултра выльăх тата сысна, çавăн пекех кайăк-кĕшĕк какайĕнчен, çăмартаран, сĕт таврашĕнчен, пулăран илнĕ 236 пробăран 21-ĕшĕнче сиенлĕ япаласем пулни палăрнă. Сăмахран, аш-какайăн 13 пробинче çынна япăх витĕм кỹме пултаракан микробсем тупнă.

Сĕте илес пулсан - 5-ĕшĕнче соматика клеткисем виçерен пысăк пулнă, пĕринче - тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем. Вăрнар, Пăрачкав, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи пробăсем "сывă" пулман. Йĕрке тăрăх, ветеринарипе санитари требованийĕсемпе килĕшсе тăман продукци тупса палăртнă предприятисенче 3 уйăх 10 партирен анализ илсе лаборатори тĕпчевĕсем ирттермелле. Çав тĕпчевсен пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсем хатĕр. Сăмахран, тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем тупнă Комсомольски районĕнчи хуçалăхра юлашки пробăсенчи антибиотиксен шайĕ нормăран иртмен. Анчах та нумаях пулмасть Етĕрне районĕнче илнĕ какай пробинче листери бактерийĕсем куç тĕлне пулнă. Листерисем 00С температурăра та ĕрчееççĕ. Вĕсене пула листериоз чирĕ вăй илет. Ку амак çыншăн та хăрушлăх кăларса тăратать. Вăл сурăха та, качакана та, сыснана та, лашана та, кролика та, хура та, кăвакала та, кăрккана та хĕн кăтартать. Туянакансемшĕн выльăх сывви пĕлтерĕшлех мар-ши? Листериоз чирлĕ чĕр чунран сыввине куçать. Кунта асăрханулăх тата тимлĕх çине пусăм тăвас килет.

"Усалли утпа çỹрет", - теççĕ. Листериозпа чирлекен ĕне пĕтĕм кĕтĕве чирлеттерме пултарать. Çапах выльăх туянакансем ветеринари справки пуррипе интересленсех тăмаççĕ. Çакнашкал явапсăрлăх чир-чĕр валли çул уçать. Специалистсем каланă тăрăх, чĕр чунсен ерекен хăрушă чирĕсем - сăмахран, сыснасен Африка чуми, ящур, Çĕпĕр язви, бруцеллез тата ытти те - шăпах хуçалăхсем пĕр-пĕринпе суту-илỹ тунă чухне, транспорт урлă сарăлаççĕ те. Калăпăр, чирлĕ выльăха е унран хатĕрленĕ продукцие тата ăна валли янтăланă апата пĕр хуçалăхран тепĕрне илсе кайнă май. Хăш-пĕр амакĕ çынна та ерме пултарать.

Республикăра темиçе çул каялла бруцеллез чирĕ шар кăтартнине аса илер-ха. Кунашкал синкер урăх ан пултăр тесе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем тĕрĕслев ĕçĕсене вăйлатса рейдсем йĕркелеççĕ. Сăмахран, кăçалхи 8 уйăхра ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе çул çине 18 хутчен рейда тухса 109 автотранспорта тĕрĕсленĕ. Раççей Федерацийĕн Ветеринари çинчен калакан саккунне пăснă 8 тĕслĕхе тупса палăртнă. Кунашкал контроль ĕçĕсен вăхăтĕнче инспекторсем пĕрешкелтерех кăлтăксемпе тĕл пулаççĕ. Çул çинче чарнă çынсен выльăх, унран хатĕрленĕ продукци, чĕр чунсен апачĕ е тĕрлĕ хутăш тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсем çук. (Ветеринари докуменчĕсенче вара ĕнене е вăкăра мĕнле прививка тунине тата ун тĕлĕшпе мĕнле тĕрĕслевсем ирттернине çыраççĕ. Выльăх пурăннă вырăнта чĕр чунсем пĕр-пĕр чирпе аптăранине те кăтартмалла. Клеймо çаптарни те шанчăклăха ỹстерет, мĕншĕн тесен çакăн умĕн ветеринарипе санитари экспертизи ирттереççĕ). Çавна май 7 çынна административлă майпа айăпламалла пулса тухнă. Рейдсем ирттернĕ май, управлени специалисчĕсем çакна асăрханă: ытларах чухне выльăха республикăри пĕр районтан теприне илсе каяççĕ. Кунашкал усламра Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам, Комсомольски районĕнчи Урмаел, Тукай Мишер ял çыннисем çаврăнăçуллă. Çапах та ку евĕр тавара Тутарстана тата Чулхула облаçне е çав тăрăхсенчен кунта турттарнă тĕслĕх те сахал мар. Тутарстан пирки калаçнă май, чĕр чунсен туберкулезĕ пирки асăрхаттарни ытлашши пулмĕ. Унта темиçе хуçалăх çак амакран шар курнă. Апла пулин те çав регионти хăш-пĕр хуçалăхран илсе килекен выльăх-чĕрлĕх тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсем пулман. Çакăн пирки Россельхознадзорăн Тутарстан Республикинчи управленине пĕлтернĕ хыççăн айăплисене явап тыттарнă.

Кунашкалли ÇÇХПИ сотрудникĕсене те килĕшмест Çакнашкал йĕркесĕрлĕхсем пирки ÇÇХПИ сотрудникĕсем хăйсем те пĕлтереççĕ. Акă, нарăс уйăхĕнче Çĕрпỹрен ярса панă материалсенех илер. Унта Комсомольски район çыннине тытса чарнă. Вăл мăйракаллă шултра 2 выльăха ветеринари докуменчĕсемсĕр турттарнă. Уншăн ăна 3,5 пинлĕх штрафланă. Сăмах май, штраф виçи пĕлтĕр кăна темиçе хутченех пĕчĕкчĕ. Çурла уйăхĕччен асăннă йĕркесĕрлĕхшĕн 500-1000 тенкĕлĕх штраф шыраса илме пултарнă. Вăкăр-пăрушкана йỹнĕпе туянса, кайран хаклăпа сутса услам тăвакансемшĕн пысăк сумма мар ĕнтĕ. Çакна кура-тăр пĕр çынсенех темиçе хутчен те асăрхаттарма тивнĕ. Палăртмалла, Ветеринари çинчен калакан саккунсене пăснăшăн должноçри çынсене 30-40 пин тенкĕлĕх, организаци-хуçалăхсене 300-500 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ. Паянхи штрафсен виçи шухăшлаттарасси иккĕлентермест. Çав арçынна кăна мар, выльăха ятарлă справкăсемсĕр сутнă çынсене те 500-шер тенкĕ штрафланă. Çапла: сутакан та, туянакан та саккун умĕнче яваплă.



"Каçал Ен"
08 ноября 2014
14:17
Поделиться