Юбилей ячĕпе, савнă шкулăм!
Тăван шкул, тăван шкул,
Иккĕмĕш кил эсĕ пул.
Тăван шкул, тăван шкул,
Хăнусене хапăл пул.
Тăван шкул... Кашни çыннăн иккĕмĕш килĕ шутланса тăрать, хăй вĕрентсе кăларнă çынсене кĕтсе илме яланах хапăл вăл. Шăпах ноябрĕн 3-мĕшĕнче Шурутри вăтам шкулта хăнасем нихçанхинчен йышлă пухăнчĕç. Çак кун ку тăрăхра шкулăн 175 çулхи юбилейне уявларĕç. 175 çул хушшинче шкул мĕн чухлĕ ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă-ши? Шучĕ те çук... Кунта пĕлỹ илнисен йышĕнче - экономикăн тĕрлĕ отраслĕн специалисчĕсем, социаллă тытăм ĕçченĕсем, çар çыннисемпе патшалăх деятелĕсем. Нумайăшĕ промышленноçăн, ял хуçалăхĕн, культурăн, вĕрентĕвĕн, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ячĕсене, патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Шкулта пĕлỹ илсе пурнăçра пысăк ỹсĕм тунă çын нумай. Тĕслĕхрен: Раççей Тинĕс-Çар Флочĕн штабĕн тĕп начальникĕн пĕрремĕш заместителĕ, Владислав Алексеевич Ильин вице-адмирал; Хусан университечĕн медицина кафедрин профессорĕ, медицина наукин тухтăрĕ Василий Петрович Нелюбов; "Хыпар" хаçат редакторĕ, публицист, куçаруçă, этнограф, поэт Алексей Петрович Милли; Чăваш Республикин оперăпа балет театрĕн солисчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Лидия Николаевна Толстова (ноябрĕн 1-мĕшĕнче вăл шкулта ĕçлекенсене пурне те Канадăран юбилей ячĕпе саламлă çыру янă); Шупашкарти коопераци институчĕн спортпа физкультура кафедрин заведующийĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Игнатьевич Волков; район больницин хирурги уйрăмĕн ертỹçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Владислав Викторович Максимов тата ытти нумай-нумай çын.
Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ Елена Козлова, шкултан вĕренсе тухнă выпускниксем, хăй вăхăтĕнче кунта ĕçленĕ учительсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех Чăваш Енре çуралса ỹснĕ офицерсен "Сыны Отечества" пĕрлешĕвĕн членĕсем И.Николаев, В.Архипов, Л.Баринова, В.Борисов килсе çитрĕç. Вĕсем шкул 175 çул тултарнă ятпа нумай ăшă сăмах каларĕç, вĕрентекенсене, учитель-ветерансене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç, шкула парнесем пачĕç. Хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Шкул директорĕ Николай Иванович Андреев малтан шкулпа паллаштарчĕ, илемлĕ те çутă класс-кабинетсем тăрăх илсе çỹрерĕ. Ун хыççăн уявра ачасемпе вĕрентекенсем хăйсен юррисемпе, ăста ташшисемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех уяв ячĕпе Алексей Шадриков, "Янтал", "Шăхаль" ушкăнсем те хăйсен илемлĕ юррисемпе саламларĕç.
Юлашкинчен шкул директорĕ Н.И. Андреев сăмах илчĕ:
- Хальхи вăхăтра шкулта пилĕк ялтан çỹрекен 117 ача вĕренет. Вĕрентекенсем пурĕ 23-ĕн. Вĕсенчен 2-шĕ аслă, 17-шĕ пĕрремĕш квалификаци категориллĕ, 7-шĕ патшалăх наградисене илме тивĕç пулнă. Учитель ĕçĕ çăмăл мар, çапах та вĕрентекенсем ачасене тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, пурнăçăн тумхахлă çулĕпе такăнмасăр утма хăнăхтараççĕ. Юлашки 10 çул хушшинче пирĕн шкултан 10 ача ылтăн медальпе, 5 ача кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Малалла та шкул аталанса пырасса шансах тăрас килет, тепĕр 10 çултан тĕл пулнă çĕре тата та нумайрах ỹсĕм тăвасчĕ. Пире пулăшса пыракансене, спонсорсене пысăк тав сăмахĕ калас килет! Хăнасене, залра ларакансене, вĕрентекенсене, вĕренекенсене, çак шкулта малтан ĕçленĕ учитель-ветерансене çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп, - пурне те саламларĕ вăл.
Уяв пурне те килĕшрĕ. Шурут шкулĕ ĕмĕрех пурăнтăрччĕ, унтан вĕренсе тухакансем вара яланах ырăпа палăрччăр!