Банк карттин номерне хăв кăна пĕл
Сирĕн банк карттин номерне ултавçăсем пĕлни вĕсене сирĕн счет çинчи укçана вăрлама май парать. Аферистсем çĕнĕрен те çĕнĕ меслет вăя кĕртсе çынсене айвана тăратса хăвараççĕ. Чи малтанах сирĕн карттăна вăхăтлăх ĕçлеме чарни е сирĕн картта çинчен укçа илни пирки телефон çине пĕлтерỹ яраççĕ. Паллах, кун пек чухне чылайăшĕ пăшăрханса ỹкет, çăлăнăç шыраса çийĕнчех "ырă пичче, аппа" патне хирĕçле шăнкăрав ярать. Вĕсем, паллах, "пулăшма" пуçлаççĕ. Каярах вара çын аферистсен серепине лекет. Телефонпа ăнлантарнă тăрăх вăл банкомата çул тытать, вĕсем каланă цифрăсене пусать, çапла майпа çеккунт хушшинче укçа-тенкĕсĕр тăрса юлать. Аферистсен мелĕ вара çĕнелсех пырать. Вĕсем хăйсене сирĕншĕн тăрăшнă пек кăтартаççĕ, картта номерне ыйтаççĕ, çапла майпа сирĕн карттăна çĕнĕрен ĕçлеттерме пуçлаççĕ имĕш. Анчах та каллех счет çинчи укçа-тенкĕ сирĕнтен вĕçерĕнет. Картта хуçисен çакна яланах асра тытмалла: сирĕн номер, вăл шутра пин-код тата картта вăйра тăракан тапхăр сирĕншĕн кăна пулмалла, ăна никамăн та тĕпчесе ыйтма ирĕк çук.
Асăрхануллă пулмаллине çак факт та çирĕплетет. Пĕр çын ỹкерчĕк сутма Интернета пĕлтерỹ лартнă. Кун пеккине вара куçран вĕçертмен аферистсем. Ỹкерчĕк туянакан çын сутуçă номерне ыйтнă, укçа куçарса пама шантарнă. Мĕн шутлатăр эсир? Сутуçă счечĕ çине укçа куçма мар, унăн хăйĕн виçĕ пин тенкинчен те уйрăлма тивнĕ.