Комсомольский муниципальный округ

Йывăрлăха пăхмасăр

Ватă çын çемье ăшшине упрама та пулăшать. Ахальтен мар "ватă çын - тăватă çын" тенĕ ĕлĕкех. Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Лидия Васильевна Дубкова нумаях пулмасть 90 çулне паллă турĕ. Ăна саламлама тăванĕсемпе çывăх çыннисем çеç мар, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Илдус Миннетуллин, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсем Ольга Алексанровăпа Валентина Комарова та çитрĕç. Хăнасем Лидия Васильевнăна ăшă сăмахсем каларĕç, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕç. Кун хыççăн кинемей хăнасене çавра сĕтел хушшине лартрĕ, чейпе хăналарĕ, хăйĕн çинчен аса илсе каласа панă чухне куççульне кăлармасăр чăтаймарĕ вăл.

Лидия 1924 çулта Хирти Сĕнтĕр ялĕнче кун çути курнă. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина училищине вĕренме кĕме шут тытнă. Шăпах çак çул таврана типĕ çул çитсе çапăннă. Вĕсем çемйипе ирĕксĕрех Челябинск облаçне куçса каяççĕ. Унта вăл икĕ çул фермăра вăй хурать. Пурнăç малалла тикĕссĕн çеç кăлтăртатса пымалла пек, анчах....

1941 çулта, вăрçă пуçлансан, тепĕр шар курма тивнĕ. Пуçтарăнса каялла, тăван яла, таврăннă, колхозра сысна пăхма пуçланă. Йĕпе-сапине, çил-тăманне пăхмасăр чылай вăхăт хушши окоп чавнă. Тылра аслисемпе тан хăйне хĕрхенмесĕр тăрăшнă хĕр упраç. Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи ача çуртĕнче те ĕçленĕ.

1946 çулта вара Николай Лаврентьевич Дубковпа çемье çавăраççĕ. Шел, Турри ача паман вĕсене. Апла пулсан та мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăннă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех Хирти Сĕнтĕр шкулĕнче техничкăра тăрăшнă. Николай Лаврентьевич 2004 çулта çĕре кĕнине пула Лидия Васильевна пĕчченех пурăнать. 90 çулта пулин те, ỹркенсе лармасть вăл: çăм арлать, чăлха-нуски çыхать. Тăванĕсемпе çывăх çыннисем килсех çỹреççĕ, пулăшаççĕ. Хисеплĕ ватта тата та нумай çул пурăнма сунатпăр.



"Каçал Ен"
15 ноября 2014
15:05
Поделиться