Амнистие лекнисене - ирĕке
Районти прокуратура ĕченĕсем РФ Патшалăх Думин Федераци Пухăвĕ йышăннă "РФ Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнĕ тĕле амнисти ирттермелли çинчен" постановление епле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. 2013 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшỹллĕн районти ĕç тăвакан уголовлă инспекци прокурорпа килĕшсе 5 çынна амнистилеме йышăннă. Вĕсенчен пĕри - çул çитмен çамрăк, çул çитмен ачаллă хĕрарăм тата РФ УК 264-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăпланнă 3 çын.
Çавăн пекех районти ĕç тăвакан уголовлă инспекци начальникĕн представленийĕпе Елчĕк район сучĕ 2 хĕрарăма условлă майпа айăпланнинчен хăтарма йышăну кăларнă. Вĕсенчен пĕрин çул çитмен ача пур, тепри 55 çултан иртнĕ. Елчĕк район сучĕ уголовлă ĕçсене пăхса тухнă май тата 3 çынна амнистилеме йышăннă. Амнистие лекнĕ пулин те, суд тенкелĕ çине ларнă çынсен вĕсем çине хунă штрафсене пурпĕрех тỹлемелле.