Ача садне - хавас кăмăлпа
Ачасене тĕрĕс-тĕкел, сывă ỹстересси - нимĕнрен те пĕлтерĕшлĕрех, яваплăрах, тивĕçлĕрех. Пĕчĕк шăпăрлансене тивĕçлĕ воспитани пама кирлĕ условисем пулччăр тесе çĕршывра, республикăра сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Çакна çулсеренех хуласемпе районсенче çĕнĕрен те çĕнĕ ача сачĕсем уçăлни çирĕплетет. Вĕсенчен пĕри пирĕн районта хута кайни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май черетре тăракан 150 шăпăрлан çулталăк каялла "Радуга" ача сачĕн алăкĕсене пуçласа уçнă. Çавăн пекех Кĕçĕн Çĕрпỹел, Тукай Мишер вăтам шкулĕсем çумĕнче хушма ушкăнсем уçăлнин паха енĕсене те палăртма кăмăллă.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн 2012 çулхи май уйăхĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн шкул çулне çитменскерсене пĕтĕмпех ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтермелле. Шăпăрлансене кашни ушкăнра палăртнă хисепрен - 25 ачаран кая мар вырнаçтармалла. Палăртнă йĕркене пăхăнаççĕ пулин те, республикăра та, районта та черет вуçех пĕтнĕ теме иртерех-ха. Пирĕн районта та ача садне кайма путевка илес текен шăпăрлан чылай. Черетре - 396 ача. Çак лару-тăрăва кăштах та пулин аванлатас тесе çак кунсенче Тукай Мишер ялĕнчи тата "Радуга" ача сачĕсенче хушма ушкăнсем уçăлаççĕ.
- Черетре тăракансенчен 177-шĕ - 1,5 çулхисем, 188-шĕ - 1,5-3 çулхисем, 31-шĕ - 3 - 7 çулхисем, вĕсенчен 15-шĕ çитес çулхи сентябрь уйăхĕччен ача садне каяссинчен тăхтассине пĕлтернĕ. Пĕтĕмпе вара районти 5 ача садне тата шкул çумĕнчи 7 ушкăна, вăхăтлăх çỹремелли 14 ушкăна 979 ача çỹрет, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен методисчĕ Марина Ивановна Салаева.
- Ача сачĕ вăл - ача-пăча социализацийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ. Пĕчĕкскер унта обществăра хăйне тĕрĕс тытма, тантăшĕсемпе хутшăнма хăнăхать, коллективра пурăнма вĕренет. Шăпах ача садĕнче унăн пĕлĕвĕ тата кăмăл-сипет аталанăвĕн никĕсĕ хывăнать. Вĕсем мĕнле çынсем пулса çитĕнесси чылай чухне воспитательсен ăсталăхĕнчен килет. Çавна май ачасен тавракурăмне анлăлатма, ỹстерме тĕрлĕ мероприяти, вĕренỹ, вулав сехечĕсем, калаçусем, вăйăсем йĕркелеççĕ. Сывлăха çирĕплетме ирсерен гимнастика тăваççĕ, уçăлма тухаççĕ, чупаççĕ, выляççĕ. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерес, вĕсене выляма кирлĕ условисем туса парас тесе сахал мар тăрăшатпăр. Сăмахран, кашни ушкăнри ача ларса ỹкермелли, теттесемпе кĕнекесене вырнаçтармалли сĕтел-пукана çĕнетсех тăма тăрăшатпă
Воспитательсем ачасемпе ĕçленипе çеç çырлахмаççĕ, хăйсен пĕлĕвне те ỹстереççĕ. Ача сачĕсен коллективĕсем ĕçре те, конкурссенче те маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ, дипломсене, грамотăсене, грантсене тивĕçеççĕ. Тăрăшуллă ĕçченсене патшалăх тивĕçлĕ шалу пани те хавхалантарать. Сăмахран, паянхи куна ача садĕнче ĕçлекенсен республикăри вăтам шалăвĕ 18973 тенкĕпе танлашать, районти кăтарту - 17614 тенкĕ. 2011 çулхипе танлаштарсан ĕç укçи 131 процент чухлĕ ỹснĕ.
- Кулленхи ĕçпе, ачасен çитĕнĕвĕсемпе чи малтанах ашшĕ-амăшĕн паллашмалла. Çак тĕллевпех пурте пĕрле курнăçса калаçма, сỹтсе явма час-часах пухусем иртеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн сĕнĕвне те шута илетпĕр. Акă, çак тĕллевпех иртнĕ эрнере "Радуга" ача садне çỹрекенсен ашшĕ-амăшĕ хушшинче ыйтăм йĕркелерĕмĕр. Ыйтăма пĕтĕмлетсе акă мĕн калама пулать: аслисем ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă, хăшĕ-пĕри ачасене алфавит вĕрентмелли, ỹкермелли, çул-йĕр правилисемпе обществăра хăйсене тытма вĕрентекен занятисем, калаçусем ытларах йĕркелеме, ача сачĕн пурнăçĕпе, ача аталанăвĕпе паллаштарсах тăма сĕнет. Вĕсен сĕнĕвĕсене малашнехи ĕçре эпир май килнĕ таран шута илĕпĕр. Кашни шăпăрлан ача садне хавас кăмăлпа килтĕр, кулса, килĕштерсе вылятăр, занятисенче хастарлăхпа палăртăр, - терĕ пĕтĕмлетсе Надежда Александровна. Çамрăк ăру мĕнле çитĕнесси, мĕнле çын пуласси ытларах аслисенчен килет. Апла пулсассăн, вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама, аталанма майсем туса парар.