Тимлĕ пул эс, асăрхан!
Ноябрĕн 17-28-мĕшĕсенче "Раççей 24" телеканалпа "Антология антитеррора" документлă фильмсен 12 сериллĕ ярăмĕ куллен 23.30 сехетре эфира тухрĕ. Фильмра политиксен, психологсен, экспертсен, террористсемпе кĕрешекенсен, тĕн çыннисен шухăшĕсемпе, ятарлă оперативлă службăсен ỹкерĕвĕсемпе паллашма, итлеме çав тери кăсăклă пулчĕ. Владимир Машков хатĕрленĕ документлă фильм пирки хаçат вулаканĕсем те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме килĕшрĕç.
- Документлă фильмăн тĕп пĕлтерĕшĕ - çынсене асăрхануллă та тимлĕ пулма вĕрентесси. Чылай чухне таврара хăрушлăх тăрать пулин те, çакна нумайăшĕ тавçăрмасть иккен. Сăмахран, иртнĕ çулсенче пулнă терактсенче мирлĕ çынсем вилчĕç. "Вилĕм пиçиххине" çыхма хăраман çынсем тĕрлĕ çĕрте хăйсен хура ĕçĕсене пурнăçларĕç. Камсем-ха çаксем? Вĕсем боевиксен тыткăнне лекиччен тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, вĕреннĕ, тулли пурнăçпа пурăннă. "Сенкер экранпа" кăтартнă пекех, террористсем хăйсен çĕнĕ юлташĕсене кафе-столовăйсенче тỹлевсĕр апатлантараççĕ, тĕрлĕ тĕн кĕнекисем парнелеççĕ, кăнтăр çĕршывĕсене канма кайма тỹлевсĕр путевкăсемпе тивĕçтереççĕ, çемйисене пулăшу кỹме шантараççĕ. Çапла майпа шанчăка кĕреççĕ. Хайхискерсем çын вĕлерекенсемпе хутшăнса ĕçлекенсем пулса тăнине сисмеççĕ те. Çавăнпа та яланах тимлĕ пулмалла. Уйрăмах вара ашшĕ-амăшĕн ачисем вăхăта ăçта, кампа, мĕнле ирттернипе кăсăкланмалла, мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăннине пĕлмелле, чуна уçса калаçма вăхăт тупмалла. Асăннă фильм уйрăмах çитĕнекен çамрăксемшĕн çав тери усăллă пулчĕ. Пурте пĕрле кар тăрса террористсен çулне пỹлер, - пĕлтерчĕ районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх уйрăмĕн начальникĕ Сергей Кокорев.
Мария Алексеевна Илларионова, районти культурăпа кану центрĕн директорĕ:
- "Россия 24" телеканалпа паянхи кун хумхантаракан çивĕч ыйтупа документлă фильм кăтартни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Владимир Машков фильма тĕрлĕ çынсен шухăшĕсене, калаçăвĕсене кĕртнĕ. Çак фильма пăхманнисем нумай ыррине çухатнă тесех шутлатăп. Мĕншĕн тесессĕн фильм пурнăçра асăрхануллă пулма вĕрентет, çамрăксене тĕрĕс çултан пăрăнса ирсĕрсен аллине çăмăллăнах лекме пултарассинчен асăрхаттарать. Шăпах боевиксем шанăçа кĕрсе çынсене тĕрлĕ майпа илĕртеççĕ, укçа-тенкĕ сĕнеççĕ. Вĕсем малашне ытлă-çитлĕ те ырă пурнăç пуласса шанса, вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулма та хăрамаççĕ. Çакăн пек ăссăрла шухăшсем Раççей çамрăкĕсен пуçĕсене пырса ан кĕччĕр. Аслисен çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстересчĕ, тĕрĕс çул суйлама пулăшасчĕ. Унпа пĕрлех çын нумай çỹрекен, пулакан вырăнсенче асăрханулăха çухатас марччĕ, палламан çынсемпе пĕр чĕлхе тупма ан васкăр.