Прививка тумаллах
Грипп вирусĕ çут çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хăйне палăртать. Уйрăмах халăх вăйлă чирленĕ чухне унăн паллисем ытларах тухаççĕ, хăшĕ-пĕрисем чире виçĕ-тăватă кунрах ирттерсе яраççĕ, теприсем вара чылай хушă чирлеççĕ. Грипран асăрханса вăхăтра вакцина туни вырăнлăрах мар-ши?
Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн тухтăрĕ, Надежда Михайловна Алякина терапевт пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăна икĕ тĕрлĕ вакцина илсе килнĕ: "Гриппол" тата "Гриппол плюс".
- Пĕрремĕшĕпе аслисене прививка тăваççĕ, иккĕмĕшĕпе - ачасене. Сăмахран, 6 уйăхран иртнĕ пепкесене те юрать вăл. Кỹрсе килнĕ вакцинăсемпе чи малтанах ача сачĕсене çỹрекенсене тата шкулсенче вĕренекенсене тăваççĕ. Кăçал Чăваш Енре 95 пин ачана тата çамрăка прививка тума палăртнă. Ку ĕçе вĕçлесе те пыраççĕ. Çамрăксене, ачасене, ял çыннисене прививка тăваççĕ. Чиртен сыхланас тесен прививкăна кашни çул тутарни аван, - пĕлтерчĕ тухтăр.
Хăшĕсем ачана çулталăкчен прививка тутарасшăн мар. Вĕсем ача пĕчĕк пулнăран пăрăнса юласшăн. Ку тĕрĕс мар, мĕншĕн тесессĕн аслисем пĕчĕккисене чирлеттерме пултараççĕ. Çулталăк çитмен ачашăн грипп хăрушă шутланать. Вакцинаци - чире хирĕç тăмалли вăйлă та витĕмлĕ мел.
- Сывлăхлă пулас тесессĕн тĕрĕс апатланмалла. Хăшĕ-пĕри тата прививка тутарма шикленсе тăрать. Çакă сиен кỹме пултарать тесе шутлать. Ку тĕрĕс мар. Вăхăтра вакцинацилени чирлессине икĕ хут чакарать. Апла пулсассăн гриппа чирлес мар тесессĕн прививка тумаллах, - калаçăвне пĕтĕмлетрĕ Надежда Алякина.
Анчах та пурте çакна пăхăнаççĕ-ши? Пĕрне прививка туни пулăшать, теприне чирлеттерет. Кашнин шухăшĕ тĕрлĕрен.
Ираида Петрова, пенсионер: "Пĕр çулхине гриппа чирлесен вăрах вăхăт сипленмелле пулчĕ. Тĕрлĕ эмелсем туянса та тăккалантăм. Ун хыççăн вара привика тутарса пăхрăм. Пĕрре те аптрамарăм. Унтанпа кашни çулах прививка тутаратăп".
Надежда Петрова, педагог: "Ачасемпе ĕçленĕ май прививка тутармасăр майĕ те çук. Пĕри чирлесен, тепри аптăрать, кайран виççĕмĕшне лекет. Прививка тумалли вăхăт çитсен çемйипех вакцина тутаратпăр. 3-4 çул чирлемен".
Марина Кошкина, ача амăшĕ: "Çынсем прививка тусассăн аван тенине илтрĕм те, пĕр çулхине больницăна кайсах тутартăмăр. Малтан аванах çỹрерĕмĕр, чирлемерĕмĕр. Кайран вара чир вăй илсе кайнă вăхăтра упранаймарăмăр, çемйипех вырăнпа выртрăмăр, прививка пулăшмарĕ".
Ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен вăй хурса ĕçлени, тĕрĕс те лайăх апатланни, витаминсем тата иммунитета пĕр пек шайра тытса тăма пулăшакан препаратсем ĕçни, организма тĕреклетни чиртен сыхлать. Алăсене те час-часах супăньпе çумалла. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла, спортпа туслашмалла.