Комсомольский муниципальный округ

АПК ветеранĕсен тĕл пулăвĕ

Нумаях пулмасть АПК ветеранĕсен районти союзĕн черетлĕ тĕл пулăвĕ иртрĕ. Унта çак союзăн республикăри правленийĕн председателĕ В.Я. Шадриков хутшăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе М.Р. Афанасьевпа унăн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х. Миннетуллин районти, ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Кун хыççăн П.А. Бариновăн пĕрлĕхе кĕме ыйтса çырнине пăхса тухрĕç, чылай çул пĕрле тăрăшнă ĕçтешне союза йышăнчĕç.

Ветерансем хушшинче ноябрь - декабрь уйăхĕсенче юбилярсем виççĕн - Е.И. Карпеев (70 çул), В.А. Белков (75 çул) тата М.Г. Шарафутдинов (65 çул), çавăн пекех Н.С. Минуллин та çуралнă кунне паллă тунă. Вĕсене паллă кун ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç, парнесем пачĕç. Пĕр вăхăтра тĕрлĕ хуçалăха ертсе пынă ветерансен аса илмелли, сỹтсе явмалли чылай. Паянхи пурнăç утăмĕнчен те юлмаççĕ аслă юлташăмăрсем, çĕршывăн, республикăн, районăн шăпи те хумхантарать вĕсене. Çак ыйтусем тавра çавра сĕтел хушшинче ларса калаçса пĕр-пĕрин пурнăçĕ çинчен те пĕлме ĕлкĕрчĕç ял хуçалăх ветеранĕсем.



"Каçал Ен"
06 декабря 2014
14:55
Поделиться