Комсомольский муниципальный округ

Пĕр сукмакпа

Йỹç Шăхалĕнче пурăнакан Лидия Егоровнăпа Николай Тихонович Шмелевсем пĕрле 50 çул ытла пурăнаççĕ. Çемьеленсе нумай çул пĕр çăвартан пурăнасси - хăйне евĕр ăсталăх. Çирĕп çемье вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Вĕсем 1963 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче пĕр-пĕрне юратса пурăнма тупа туса çемье çавăрнă.

Лидия Егоровнăн кун-çулĕ çăмăл килмен, ашшĕнчен 3-ре чухне, амăшĕнчен 6-ра тăрса юлнă. Аппăшĕпе иккĕшне ача çуртне ярасси çинчен сăмах тухсан, тăван пиччĕшĕ вĕсене (12 çулта пулнă) хăйĕн çине яваплăх илсе парса яман. Çамрăклах нуши-тертне чылай курма тивнĕ вĕсен. Çынсемпе пĕрле акана тухнă, вырнă, фермăра, бригадăра вăй хунă. Лидя аппа çав вăхăта хальхи пек ас тăвать, вĕлтĕрен пашалăвĕсене, юман йĕкелĕсене çинине, тепĕр чух выçă ларнисене куççуль витĕр каласа памасăр чăтаймарĕ вăл. Пиччĕшĕ 15 çул тултарсан авланать, çапла инкĕшĕпе тата пиччĕшĕпе вăл 25-чен пĕр килте пурăнать.

Николай Тихонович 1937 çулта Йỹç Шăхалĕнче çуралнă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн тỹрех колхозра кĕтỹ кĕтме пуçланă. Çумăрлă çанталăк-и, ăшă-и, сивĕ-и... ниме пăхмасăр утнă вăл хир тăрăх. 18 çул тултарсан каччăна çĕршыва сыхлама илсе каяççĕ. Германире Виттенберг хулинче 4 çул хушши хĕсметре тăрать. Салтакран килсессĕн каллех колхоза кĕтỹ кĕтнĕ çĕре каять. Хĕллехи вăхăтра кочегарта ĕçлет.

1963 çулта каччă илемлĕ пикепе, Лидăпа, паллашать. Часах пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе çемье çавăраççĕ. Вĕсен çемйинче 6 ача çуралать. Шел пулин те, аслă ывăлĕ çеç пурăнать, ыттисем пĕчĕккĕллех куçĕсене хупнă. Мĕн тери йывăр пулсан та пуçне усман мăшăрсем. Пĕр-пĕрне шанса, ăнланса пурăнакан çемье кунпа арканмасть, тата ытларах çирĕпленет çеç. Пурнăçри йывăрлăхсене пĕрле тỹссе ирттернĕ, пĕр-пĕрне яланах хисепленĕ, ывăлне ура çине тăратнă. Сергей халĕ Ульяновск хулинче хăйĕн çемйипе пурăнать. Ашшĕпе амăшне мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 мăнук парнеленĕ. Аслашшĕпе асламăшне мăну-кĕсем кашни çуллах килсе савăнтараççĕ. Ялти пурнăç çăмăл пулманнине ăнланаççĕ вĕсем, çавăнпа та кунĕпех пахчара тăрмашаççĕ: çум çумлаççĕ, утă пуçтараççĕ, пахча-çимĕçе шăвараççĕ. Халĕ килĕнче ватăсем сурăхсем усраççĕ, вăй çитнĕ ĕçсене пĕрле канашласа тăваççĕ.

- Çемьене пĕр-пĕрне ăнланманни, шанманни, виçесĕр ĕçкĕпе иртĕхни, арçын хĕрарăм çине алă çĕклени, ачи-пăчи çинчен манни, вăрçăнса çапăçни, кĕвĕçни пĕтерет. Килĕштерсе, ăнланса, юратса пурăнсан кирек хăш çемье те çирĕп пулать, - тет хисеплĕ мăшăр.



"Каçал Ен"
06 декабря 2014
15:19
Поделиться