Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем
Пĕр 15-20 çул каялла колхозсен фермисенче йышлă выльăх-чĕрлĕх кĕшĕлтететчĕ. Паянхи кун вара витесем çурма пушă е пушанса юлнисем те пур. Акă, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 933 пуç сысна, 350 лаша, 30 качака, 425 сурăх, 7232 пуç мăйракаллă шултра выльăх (вĕсенчен 2443-шĕ - ĕнесем) тытнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, цифрăсем самаях чакни курăнать. Çав вăхăтрах "Кызыл сабанча (107), "Золотой колос" (105) ХФХсенче, "Слава", "Урожай" (26-шар пуç) тата хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕне выльăх шучĕ ỹснĕ. Кăçал мăйракаллă шултра выльăх 212 пуç, сыснасем 692 пуç, 40 лаша сахалрах усраççĕ. Сурăхсен йышĕ вара 241 пуç нумайрах. 2013 çулта качакасем пач пулман тăк, кăçалтан çак выльăха Васильев фермер хуçалăхĕнче ĕрчетме пуçланă.
Ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн выльăхсем епле ỹт хушса пынин кăтартăвĕсем те кăсăклă пулассăн туйăнать. "Сюрбеево" тулли мар яваплă организацин мăйракаллă шултра выльăхĕ талăкра чи нумай ỹт хушнă - 748 грамм. Аван ĕçлекенсем хушшинче - "Рассвет" (679 г), "Урожай" (659 г), "Асаново" (650 г), "Луч (643 г), "Восток" (628 г) хуçалăхсем тата Соловьев (645 г), Миназетдинов фермер хуçалăхĕсем (600 г). Вĕсенче выльăхсем талăкра 600 грамм е ытларах самăрăлса пыраççĕ. 500 грамм е нумайрах ỹт хуштаракансем хушшинче - "Заря" (567), "Победа" (556), "Труд" (542) кооперативсем тата Прокопьев (530), Атласкин (520), Хайртдинов (500) фермерсем. Районти вăтам кăтарту 543 грампа танлашать.
Сысна усракан хуçалăхсем, çак аш хакĕ пĕр вăхăтра чакса ларнипе пуль, çулран çул чакса пыраççĕ. Паянхи кун çак выльăха 7 çĕрте çеç - виçĕ кооперативпа пĕр колхозра, виçĕ фермер хуçалăхĕнче - тытаççĕ. "Рассвет" (377 г), "Восток" (373 г) кооперативсенче, Прокопьев (310 г), Атласкинпа Соловьев фермер хуçалăхĕсенче (300-шер г) сыснасен ỹт хушаслăхĕ аван. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн вăтам кăтартăвĕ вара - 344 грамм.
Çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕм формăллă ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕнесенчен пурĕ 2303 пăру е 100 ĕне пуçне 78 пăру илнĕ. Çак енĕпе "Дубовка" (100 ĕнерен 100 пăру), "Сюрбеево" (99), "Искра" (96), Атласкинăн (96), "Асаново" (94), "Рассвет" (92) хуçалăхсем лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Паллах, çак ỹсĕмсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ĕçченĕсен тỹпи пысăк. Специалистсем яваплăха туйса ĕçлени, пуян рацион тата выльăхсене юратни çитĕнỹсем тума май парать. Ял хуçалăх ĕçченĕсене çулталăка лайăх вĕçлесе Çĕнĕ çула çĕкленỹллĕ кăмăлпа кĕтсе илме сунатпăр.