Сумлăрах та, пахарах та
Декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕ тинтерех çеç хатĕрлесе кăларнă "Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕн" презентацийĕ иртнĕ. Хаклава журналистика ветеранĕсем, хальхи вăхăтра хаçат-журнал редакцийĕсенче ĕçлекенсем, журналистика факультечĕн студенчĕсем, ăсчахсем, вулакансем хутшăннă. Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ кăларăмсем халиччен те сахал мар хатĕрлесе пичетленĕ. Ку ĕçĕ - уйрăмах сумлă, тата та пахарах.
Асăннă кăларăм республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен историйĕпе, аталану çулĕпе, издательствăсемпе полиграфи предприятийĕсен, информаци агентствисен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕ паллаштарать. Паллах - вĕсенче ĕçлекенсемпе те. Кĕнекере пирĕн республикăра иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчен пуçласа тухса тăнă хаçат-журнал тата ĕçлекен телекурав каналĕсем, радиостанцисем полиграфи предприятийĕсем, вĕсен ертỹçисем, журналистсем çинчен вуласа нумай çĕнни пĕлме пулать. Республика тулашĕнче чăвашла пичетленекен хаçат-журнал пирки те тулли информаци çителĕклех