Федераллă премипе Шупашкарта ача сачĕ туяннă
Декабрĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта 4 ача садне уçнă. Вĕсенчен пĕрне, 240 вырăнлă "Непоседы" садике, Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне эффективлă ĕçшĕн панă федераллă преми укçипе застройщикрен 139,2 млн тенкĕпе туяннă.
Хальхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ача садĕнче бассейн, физкультура тата музыка залĕ, ятарлă ытти вырăнсем пур. Садикре пурĕ 12 ушкăн, вĕсенчен 8-шĕ 3 çулчченхисем, 4-шĕ - шкул çулне çитменнисем валли. Сусăрланнă ачасене садике çỹретес пулсан, ятарлă вырăн та хатĕрлесе панă. Ачасене 35 педагогика ĕçченĕ пĕлỹпе воспитани парĕ.
Аса илтеретпĕр, октябрĕн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительство ларă-вĕнче, 2013 çулта эффективлă ĕçлесе пынă регионсене 3 млрд та 484 млн та 199 пин тенке пайласа парасси пирки йышăну тунă. Премие Раççей Федерацийĕн 20 субъекчĕ хушшинче пайланă. Рейтинга тĕрлĕ кăтартусем кĕртнĕ: ĕçсĕррисен хисепне чакарни, халăхăн тупăшĕпе пурнăç условийĕ, тăлăхсен шутне пĕчĕклетни, вĕренỹпе социаллă политика, сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕпе çурт-йĕр хута яни. Унсăр пуçне налуксем пухасси, бюджет ыйтăвĕсем, вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарасси, чи кирли халăх шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнин кăтартăвĕ пулнă. Раççей Федерацийĕн Правительстви хакланă тăрăх, Чăваш Республики эффективлă ĕçлесе рейтингра 14-мĕш вырăн йышăннă, 165 млн та 59 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă укçа-тенке Шупашкарта пĕр пĕчĕк районта ача садне тунă çĕре яма палăртнине каланă.
Общественноçпа канашланă хыççăн хула влаçĕсем Дементьев урамĕнче туса пĕтернĕ ача садне туянма йышăннă, туяннă.