Спортпа сывлăх декади иртет
Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри спорт тата сывлăх декадине хутшăнать. Асăннă декадăна çĕнĕ çулхи канмалли кунсенче, январĕн 1-11-мĕшĕсенче, йĕркелеççĕ. Спортпа сывлăх декадине ирттернин тĕллевĕ - республикăра пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, спортпа туслаштарасси. Чăваш Республикин Спорт министерстви вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ятарлă план хатĕрленĕ.
Республикăри хуласемпе районсенче спартакиадăсем, чемпионатсем, турнирсем тата спорт фестивалĕсем, çемье старчĕсем, эстафетăсем йĕркелеме палăртнă. Çынсем йĕлтĕрпе, конькипе, çунашкасемпе ярăнса киленĕç. Декада вăхăтĕнче стадионсен, физкультурăпа спорт комплексĕсен, бассейнсен алăкĕсем кашнийĕншĕн уçă пулĕç. Унпа пĕрлех январĕн 5-мĕшĕнче республикăра спортпа сывлăх кунĕ пулать. Çак кун пур спорт учрежденийĕсене те тỹлевсĕрех кĕме май пур.
Районта пурăнакансем "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне çитсе тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма пултараççĕ. Çавăн пекех ялсенче конькипе ярăнма юратакансемшĕн 7 каток ĕçлет. Чи лайăх кану вара - вăрманта йĕлтĕрпе уçă сывлăшра киленни.