Ватти-вĕтти спорт ăмăртăвĕсенче хастар
Январь уйăхĕнчи канмалли кунсенче республикăра, районта спортпа сывлăх декади иртрĕ. Январĕн 1-11-мĕшĕсенче районта тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем пулчĕç. Ачасем, аслăрах çултисем йĕлтĕрпе, конькипе ярăнса, хоккейла, футболла, волейболла выляса киленчĕç, пĕр-пĕринпе тупăшрĕç.
Январĕн 5-мĕшĕнче спортпа сывлăх кунĕнче "Кĕтне" ФСК алăкĕсем кашнийĕншĕнех уçă пулчĕç. Кунта килекенсем тỹлевсĕрех бассейнра ишсе киленнĕ, каток çинче ярăннă, тĕрлĕ залсенче хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. Районти тĕрлĕ ялсенче конькипе ярăнма тата хоккейла выляма 7 каток ĕçлет. Канмалли кунсенче вара унта ватти те, вĕтти те хĕвĕшрĕ çеç. Мĕн чухлĕ турнир иртмерĕ пулĕ. Акă, сăмахран, январĕн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Кипеç ялĕнче Николай Можаев спортсмена халалласа хоккей турнирĕ йĕркеленĕ. Нĕркеç тата Çĕнĕ Кипеç ялĕсен туслă командисем вăй виçнĕ. Вăйă площадкине çамрăксем те, аслăрах çулхисем те тухнă. Хĕрỹ тупăшура Нĕркеçсем 4:2 шутпа хуçасене парăнтарнă.
Январĕн 6-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСК-ра волейбол вăййин Раштав турнирĕ иртнĕ. Кăçалхипе ăна 20-мĕш хут йĕркеленĕ. Унта хутшăнакан командăсен йышĕ те çулсеренех ỹссе пырать. Хĕрỹ тупăшура "Урмай" команда мала тухнă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди иккĕмĕш пулнă. Çак шкул выпускникĕсен ушкăнĕ виççĕмĕш вырăна алăран вĕçертмен.
Çак кунах Нĕркеç ялĕнче тепĕр ăмăрту йĕркелерĕç. Хоккей вăййине кăмăллакансем Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Геннадий Ефремовăн кубокне çĕнсе илессишĕн турнира хутшăннă. Унта Çĕнĕ Кипеç, Нĕркеç, Асанкасси ялĕсен командисем тупăшнă. Ăмăртура Çĕнĕ Кипеçсене çитекенни пулман, вĕсем - çĕнтерỹçĕсем тата кубок хуçисем. "Гигант" команда - иккĕмĕш, Асанкассисем виççĕмĕш вырăна тухнă. Январĕн 8-мĕшĕнче хĕрсем хушшинче йĕркеленĕ волейбол турнирне те пурте хавас кăмăлпа хутшăннă. Ăмăртура Урмаел ял тăрăхĕн команди çĕнтернĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн выпускникĕсем иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Кайнлăк ял тăрăхĕн спортсменĕсем виççĕмĕш вырăна тухнă.
Январĕн 9-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСКра ветерансем футбол вăййин "Туслăх кубокĕ" турнирне хутшăннă. Ăмăртăва Чăваш Енри тĕрлĕ район командисем килсе çитнĕ. Йĕпреç поселокĕн команди пурне те çĕнтерсе мала тухнă. Канаш хулин команди - иккĕмĕш, Шупашкарсем - виççĕмĕш, "Кубня" команда - пиллĕкмĕш.