Икĕ хут ытларах
2015 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнчен тытăнса нумай функциллĕ центр урлă тăратакан заявленисем тăрăх куçман пурлăх объекчĕсен кадастр шутлавне тăвас тĕлĕшпе пулăшу парассин вăхăчĕ 5 кунччен кĕскелет. "Росреестр пулăшăвĕсене нумай функциллĕ центрсем урлă тивĕçтерсе тăни вăл - куçман пурлăхăн кадастр шутлавне тумалли тата унăн прависене регистрацилемелли тытăмри патшалăх пулăшăвĕсен пахалăхне лайăхлатас ĕçре "çул картти" тĕп мероприятийĕсенчен пĕри шутланать",- палăртнă Кадастр палатин Чăваш Енри филиал директорĕн çумĕ Елена Шевлегина.
Пулăшу парассин вăхăтне кĕскетни Росреестра нумай функциллĕ центр никĕсĕ çинчи пулăшу илĕртỹлĕхне ỹстерме май туса парĕ. Тĕслĕхрен, вăл е ку гражданин çĕр лаптăкне кадастр шутлавне хăвăртрах тăратма шутлать пулсассăн, унăн документсене нумай функциллĕ центра çеç памалла, çакăн хыççăн ăна çакна тума малтан уйăрнă 10 кунра мар, документсене икĕ хут маларах хатĕрлесе параççĕ. Çакна та пĕлтеретпĕр: куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕ тĕлĕшĕпе хатĕрлекен кăтартăвĕсене нумай функциллĕ центр урлă ыйтакансен ыйтăвĕсене филиал 3 ĕç кунĕнчех тивĕçтерме пултарать.