Пурлăха регистрацилесси хакланнă
Пурлăха регистрацилеме кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен хакланнă. Уйрăм çынсен унччен 1 пин тенкĕ тỹлемелле пулнă тăк, халĕ вĕсен икĕ пин тенкĕ кăларса хумалла. Организацисемшĕн те хак хăпарнă: 15 пин тенкĕрен 20 пине çитнĕ. Саккун кăларакансем патшалăх пошлинине хăпартнипе пĕрле çăмăллăхсем те пăхса хăварнă. Регистрацилени пирки çĕнĕ йышши свидетельство пама тытăнасси пирки маларах пĕлтернĕччĕ.
"Каçал Ен"