Комсомольский муниципальный округ

24 пин паттăра - медаль

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине республикăра чыслăн палăртнă тапхăрта Чăваш Енри 24 пин ытла паттăр çак ятпа ятарласа кăларнă чыслав медальне кăкăр çине çакĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев январĕн 13-мĕшĕнче юбилей наградине илме тивĕçлисен списокне çирĕплетнĕ. Йышра - вăрçă инваличĕсемпе фронтовиксем, тыл ĕçченĕсем, концлагерьсенче асапланнă ачасем тата ыттисем. Паянхи кун пирĕн республикăра çак категорисене кĕрекен 24 пин ытла çын пурăнать. Сумлă наградăпа вăрçă паттăрĕсемпе тыл хастарĕсене савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, вырăнсенче район администрацийĕсен пуçлăхĕсем кăçалхи февраль уйăхĕн пуçламăшĕнчен чыслама пуçлĕç. Тухса çỹремен ветерансене асăннă медале киле пырса парĕç.



"Каçал Ен"
21 января 2015
15:09
Поделиться