Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ килнĕ
Кĕнекене 2400 яхăн статья, 1400 ытла сăн ỹкерчĕк тата ытти иллюстраци кĕртнĕ. СССР тата Раççей Журналистсен союзĕн членĕсен, чăваш кăларăмĕсен пĕрремĕш редакторĕсен, фронт корреспонденчĕсен, пичет ветеранĕсен, Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен редакцийĕсен ертỹçисемпе сотрудникĕсен, журналистсемпе полиграфистсен биографийĕсене илсе кăтартнă. Кĕнекере çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсемпе, полиграфи отраслĕпе çыхăннă пайăр пулăмсем, обьектсем çинчен каласа панă. Энциклопедире Раççейĕн ытти регионĕнче тухса тăракан чăваш кăларăмĕсем пысăк вырăн йышăннă. Словарь статйисене хаçат-журнал, телеканалсен, радиостанцисен редакцийĕсем, информаципе реклама агенствисем, полиграфи предприятийĕсем, пичет ветеранĕсем, журналистсем тăратнă документсемпе фактсене, материалсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çавăн пекех ЧР Журналистсен союзĕн сьезчĕсен материалĕсемпе, регион энциклопедийĕсемпе, справочниксемпе, журналистсен пуххисемпе, аса илĕвĕсемпе, архив материалĕсемпе тата ыттипе те усă курнă. Кĕнекене 3 пин экземплярпа кăларнă. Энциклопеди пурне те интереслентерĕ.