"Вулани - лайăх вĕренни"
Январь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Александровка тĕп шкулĕнче "Литература çулталăкĕ - 2015" пуçланчĕ. Ăна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Г.А. Краснова, И.В. Белкова уçрĕç. И.В. Белкова Раççей Президенчĕн В.В. Путинăн указĕпе вĕрентекенсемпе вĕренекенсене паллаштарчĕ. Литература çулталăкне уявлама план йышăннă. Çак куна стенд "Писатель-юбилярсем" кĕнеке выставки хатĕрленĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Н.Воробьева, А.Юдина уява ертсе пычĕç. Çавăн пекех унта "литература геройĕсем" пухăннă: Мальвина, Снежная королева, Фея, Буратино, Лĕпĕш, Аврора, Тилĕ, Мадам, Белоснежка, Золушка, Мулкач, В.В.Маяковский, Чĕрĕп, Мушкетер. Уява "вырăс писателĕсем" те килсе çитрĕç. А.С. Пушкин, А.П. Чехов ачасен пултарулăхне палăртрĕç. Çак çулта активлăрах пулма, кĕнеке нумайрах вулама сĕнчĕç. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем çулталăк девизне хапăлласа йышăнчĕç - "Вулани - лайăх вĕренни".