Комсомольский муниципальный округ

Ашшĕ-амăшне пĕлме

Сирĕн ачăр кăçал пĕрремĕш класа каять-и? Апла пулсассăн вĕренỹ заведенийĕсене заявлени пама вăхăт çитрĕ. Заявленисене февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Чи малтанах шкул çумне çирĕплетнĕ вырăнта пурăнакансенчен заявленисем йышăнаççĕ. Вĕренỹ учрежденийĕ çумне çирĕплетмен вырăнта пурăнакан ачасен ашшĕ-амăшĕ заявленисене июлĕн 1-мĕшĕнчен сентябрĕн 5-мĕшĕччен кая юлмасăр памалла.



"Каçал Ен"
04 февраля 2015
12:17
Поделиться