Йĕлтĕр сырса - старта
Февралĕн 8-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче "Йĕлтĕр йĕрĕ -2015" спорта юратакансене 33-мĕш хут массăллă чупăва пуçтарчĕ. Йĕлтĕрçĕсене хапăлланă пекех, кунĕ ăшă та лăпкă пулчĕ. Çавăнпах пулĕ старта тухакансем чылайăн пулчĕç. Ватти-вĕтти те йĕлтĕр çине тăчĕ. Спорт уявне пуххăнисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Ỹсĕмне кура ăмăртрĕç йĕлтĕрçĕсем. "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" массăллă чупăва Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш, район администрацийĕн ĕçченĕсем уйрăмах хастар хутшăнчĕç. Чи малтанах шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем старта тăчĕç. Унтан аслăрах класра вĕренекенсем, кайран хĕрарăмсемпе арçынсем те йĕлтĕрпе ярăнчĕç. Чи çаврăнăçуллисем финиша малтан çитрĕç, çĕнтерчĕç.
Кĕçĕн çулхисенчен чи маттурри А.Краснов пулчĕ. Вăл, "Колосок" ача садне çеç çỹрет пулин те, йĕлтĕрпе ăста ярăнать. Пĕрремĕш классенчен Н.Максимова, Н.Акчурина, А.Скворцова, Д.Краснов, И.Алексеев ăсталăхпа палăрчĕç. 2-4-мĕш классене çỹрекенсенчен А.Архипов, Д.Шакуров, П.Скворцов, Д.Карсакова, Д.Мустафина, А.Миронова, Д.Муравьева финиша чи малтан çитрĕç. Çавăн пекех шкул ачисем хушшинче К.Денисов, С.Зайцев, А.Миронов, Д.Гордеев, Д.Соловьева, Н.Николаева, Д.Степанов, А.Лукиянов лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.
18-40 çулхисен хушшинче О.Митюковапа А.Архипов финиша пĕрремĕш çитрĕç. А.Валитова, П.Чипчигин - иккĕмĕш, И.Соловьева виççĕмĕш пулчĕç. Н.Совина, Л.Пушкина, Т.Варламова, В.Гордеев, Ю.Автномов, М.Фролов хăйсен ỹсĕмĕсенче палăрчĕç. 50 çултан иртнисенчен Г.Орловăпа Е.Пушкарева пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Ветерансенчен В.Скворцов финиша пĕрремĕш çитрĕ. А.Горбунов, В.Петров - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕç. Чи пахи вара финиша чи малтан çитни мар, çак кун пурте пĕрле йĕлтĕр сырса старта тухни, сывлăха çирĕплетни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни.