Вĕренме кайма
Полици тытăмĕнче ĕçлес тĕллевлĕ çамрăксем куçăн майпа вĕренме пултараççĕ. 25 çул тултарманнисем Раççей ШĔМ Хусанти юридици институтне, Чулхулари академие, Елабугăри суворовецсен çар училищине (8-мĕш класра вĕренекенсемшĕн) вĕренме кайма пултараççĕ. Шăпах унта шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансене "Правоохранительная деятельность", "Юриспруденция" специальноçсемпе хатĕрлеççĕ. Вĕреннĕ вăхăтра студентсене тум-тирпе, укçа-тенкĕпе тивĕçтереççĕ, çар ретне тăрассинчен хăтараççĕ.
Вĕренме каяс ĕмĕтлĕ çамрăксен май уйăхĕн 1-мĕшĕччен районти шалти ĕçсен пайне пымалла (Комсомольски ялĕ, Ленин урамĕ, 2-мĕш çурт), документсене хатĕрлемелле.
"Каçал Ен"